Archive - Çĕртме 2018 - Тантăш

июня 28th

28 Çĕртме, 2018

Тĕллевлĕ çын ахаль лармасть

Анастасия Аваковăпа Валентина Федорова 11-мĕш класс пĕтерсе экзаменсене ăнăçлă тытрĕç. Хĕрсем шкулпа сыв пуллашнăшăн вĕрентекенĕсен те чунĕ хурланать. Уйрăмах чăваш чĕлхине юратса ăса хывнăскерсем, ăна хисеплесе аталантарассишĕн тăрăшнăскерсем Г.Е.

28 Çĕртме, 2018

«Тантăшран» ытла юратнă хаçат çук

Чи малтанах аннене Прасковья Лебедевăна тав тăвас килет. Вăл Муркаш районĕнчи Москакасси ача садĕнче воспитательницăра ĕçлет. Шăпăрлансене çулленех «Тетте» журналпа савăнтарать. Мана шкулта вĕреннĕ çулсенче ача-пăча хаçатне çырăнса паратчĕ.

28 Çĕртме, 2018

Хастар ачасен вăййисем

Уçланкă, уçă сывлăш… Палаткăсем тата хастар спортсменсем… Çак сăмахсем тÿрех çар вăййисене аса илтереççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи «Çăлтăрлă» ача-пăча лагерĕнче республикăра 50-мĕш хутчен çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисен финалĕ иртрĕ. Çак ăмăртусенче район тата хула шайĕнче çĕнтернĕ 82 ушкăн тупăшрĕ. Вĕсен шутĕнче çарпа патриот клубĕсем, професси паракан вĕрен& учрежденийĕсемпе вăтам шкул командисем пулчĕç.

июня 21st

21 Çĕртме, 2018

Пĕчĕккисем те футболла юратса выляççĕ

«Чемпионсен хĕрÿ юратăвĕ пирĕн чĕрере», — çырни куç умне пулчĕ «Лакрей вăрманĕ» паркра. Тăван çĕршыв спортсменĕсемшĕн «чирлени» Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă баннертанах паллă. Ара çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче шăпах çак ăмăрту уçăлнă-çке! Чемпионат утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. «Лакрей вăрманĕнче» вара футболла çĕршывăн пуласлăхĕ вылярĕ. Камсем тетĕр-и? Вĕсем — шкул çулне çитменнисем, ача садне çÿрекенсем.

21 Çĕртме, 2018

Шупашкар тракторĕсен уявĕ

Вĕсем шăрпăк курупкине пĕр авмасăр хупаççĕ, сăрлама пултараççĕ, черкке çинчи чĕрĕ çăмартана савăтне çĕмĕрмесĕр ватаççĕ, пăта çапса кĕртеççĕ. Çакна кура ача-пăча: «Вау! Тĕлĕнмелле!» — кăшкăрать.
Асăнмалăх, Савăнмалăх
Сăмах «Промтрактор» заводăн «ЧЕТРА» тракторĕсем çинчен пырать. Шăпах вĕсем çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче куракана савăнтарчĕç. Пĕчĕккисем çеç мар, аслисем те тракторсем кăтартнă шоуран тĕлĕнчĕç.

21 Çĕртме, 2018

Ачасем те Акатуйра савăнчĕç

Ака-суха вĕçленсен чăвашсем Акатуйра савăннине пурте пĕлеççĕ паллах. Çак ырă йăла манăçа тухмасть. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Ача-пăча Акатуйĕ» фестиваль-конкурс иртрĕ.
Вĕренекенсен каникул пуçланнă, анчах та шкул çумĕнчи лагерьсем ĕçлеççĕ-ха. Унти ачасем ахаль лармаççĕ. Акă Акатуя та вĕсемех килнĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕсенчен, Елчĕк районĕнчи ача-пăча искусствăсен шкулĕн¬чен килнисем хутшăнчĕç кунта кăçал.

июня 14th

Pages