Асăну медалĕпе чысланă

20 Нарăс, 2020

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерти ял тăрăхĕнче «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 75 çул тултарни» юбилейлă медаль пама тытăннă.

2020 çул — Асăнупа Мухтав çулталăкĕ. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă çынсем, вĕсен паттăрлăхĕ нихăçан асран тухмĕç. Кĕтеснерти ял тăрăхĕнче те тыл ĕçченне, Анна Федоровна Федоровăна, асăну медалĕпе чысланă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче колхозра тракторпа ĕçленĕ. Халĕ ветеран мăнукĕн çемийпе пурăнать.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Комментари хушас