Аслă ăру çыннисене - чыс та мухтав

Паян Етĕрне хулинчи культура çуртĕнче Раççей пенсионерсен союзĕн 25 çулхи юбилейне паллă турĕç. Савăнăçлă уява çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Уява пухăннă аслă ăру çыннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Владимир Малов, сумлă ытти хăна саламларĕç. "Эсир вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче халăх хуçалăхне ура çине çĕкленĕ. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, хальхи вăхăтра влаçра тăракансен, сирĕн пурнăçа лайăхлатассишĕн, хăтлă условисем туса парассишĕн тăрăшмалла", - терĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ общество ĕçĕнче палăрнисене наградăсемпе чысларĕ.

Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Енре пурăнакан 150 пин çын Раççей пенсионерсен союзĕнче тăрать. Пĕрлĕх уйрăмĕсем кашни районтах йĕркеленнĕ. Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçи Валентин Семяхин пĕлтернĕ тăрăх - пĕрлĕх пилĕк направленипе ĕçлет. Пенсионерсем компьютер техникине алла илеççĕ, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ, юрă-ташăпа туслă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас