Кӗлĕсĕр — пĕр утăм та… Çак тĕллев Виталий игумена пурăнма-ĕçлеме вăй-хал парса тăрать. Пĕтĕм пурнăçне Турра халалланăскер çынсен чунне сиплет, вĕсене чир-чĕртен сыватать.
Чăваш Енре çамрăк та пултаруллă тĕпчевçĕ сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ отрасльте пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Маттур та тăрăшуллă ăсчахсене пулăшас тата хавхалантарас тĕллевпе республикăра кашни çулах «Чăваш Енри чи лайăх çамрăк тĕпчевçĕ» конкурс йĕркелеççĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи Александр Петров шăпах çак конкурсра палăрнă.
Правительство çуртĕнче 2020 çулта Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне уявлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн тата Республика кунне паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.
Паян Шупашкарта "Хыпар" парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртет. Спортсменсене ЧР информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Эльвира Матренина, кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, ăмăртăвăн тĕп судйи, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов, Патшалăх канашĕн депутачĕсем Сергей Павловпа Николай Угаслов, Чăвашпотребсоюз председателĕн çумĕ Андрей Данилов ăнăçу сунчĕç.
Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче "Хыпар" парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри турнир старт илчĕ.
Чăваш Ене 10 регионтан 150 ытла спортсмен килсе çитнĕ. Помост çинче тĕрлĕ ÿсĕмри пăхаттирсем тупăшаççĕ.
Елена Матвеева, Киров хули:
- Эпĕ ку турнира виççĕмĕш хут хутшăнатăп. Кунта яланах ăшшăн йышăнаççĕ. Ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ. Хамăн пултарулăха аталантарма тата вăя тĕрĕслеме пулать.