Елена ЛУКИНА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

20 Пуш, 2018

Чăваш Ен ишевçисем медальсем çĕнсе илнĕ

Федерацин Атăлçи округĕн шайĕнчи шывра ишекенсен ăмăртăвĕ пушăн 12-15-мĕшĕсенче Пензăра иртнĕ. Тупăшăва 14 регионти 700 яш-хĕр хутшăннă. Пирĕн республика чысне 40 ытла спортсмен хÿтĕленĕ.