Любовь ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

3 Çурла, 2017

Паркра - бассейнсем

«Шупашкар: 500 çул паркра» çуллахи аква-зона уçăлнă. Вăл «Амазония» этнокомплексра вырнаçнă.

Паркра 5 бассейн уçнă. Вĕсенчен виççĕшĕ — аслисем валли, иккĕшĕнче ача-пăча шыва кĕме пултарать. Бассейнсем ирхи 10 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетчен ĕçлеççĕ. Аслисен шыва кĕнĕшĕн 200 тенкĕ тÿлемелле. 3 çул тултарманнисем тÿлевсĕрех чăмпăлтатаяççĕ.

 

3 Çурла, 2017

Подьезд умне илем кÿнĕ

Хамăр пурăнакан вырăна капăрлатма мĕн чăрмантарать? Çакна тума кăмăл çеç кирлĕ. Элĕкри Парк урамĕнчи 9-мĕш çуртра пурăнакансем ÿркенмен, хăйсем тĕллĕн подьезд умне илем кÿнĕ.

Унта кун кунлакансем Вероника Иванова пуçарăвĕпе клумбăсене чечек лартнă, кил-тĕрĕшре усă курма пăрахнă япаласенчен юмахри сăнарсене ăсталанă. Кустăрма шинисем, пластмасса савăт-сапа, ача-пăча теттисем те капăрлăх кÿме кирлĕ пулнă. Нумай хваттерлĕ çурт умĕнчи илем халĕ иртен-çÿрен кăмăлне те çĕклет.