Çĕмĕрлесене пляжпа тивĕçтерĕç
Паян ЧР Пуçлăxĕн тивĕçĕceне вăxăтлăx пурнăçлакан Олег Николаев Çĕмĕрле районĕнче халăха пăшăрхантаракан ыйтусене тишкерчĕ. Унпа пĕрле Чăваш Республикин строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев, Чăваш Республикин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Шигашев, Çĕмĕрле хулин пуçлăхĕ Сергей Яргунин пулчĕç.




Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотеки нарăсăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлнă 
Чăваш Республикинче «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ял-салара вăй хуракансене патшалăх уйрăммăн пулăшма пуçланăранпа 426 сывлăх сыхлавçипе килĕшÿ тунă. Элĕк район тĕп больницине, тĕслĕхрен, «Земство тухтăрĕ» программăпа 13 врач ĕçе вырнаçнă. Валерий Егоров тĕп врач патшалăх тĕревĕ кадр çивĕчлĕхĕнчен хăтăлма пулăшнине палăртать.






