Муркаш районĕ.

7 Пуш, 2018

Çутă кÿлĕ

Хамăр тăрăхри кÿлĕ пирки вулакансене те çырса пĕлтерес терĕм. Вăл калăпăшĕпе пысăках мар пулсан та /6 га/ Чăваш Енре чи тарăнни /14,2 м/ шутланать. Ял çамрăкĕсем виçсе пăхнă тăрăх, унта 18 м ытла тарăнăш вырăнсем те пур. Ăна çын алтса пĕвелемен, вăл хăй тĕллĕн пулнă. Кÿлле ниçтан та шыв юхса пымасть. Тĕпĕнчен çăл куçсем тапса тăнипе типмест. Çавăн пиркиех шывĕ тăрă та сивĕ.
Маларах кÿлĕ пулăпа пуянччĕ. Халĕ уланкă ĕрченĕ пирки вĕсен йышĕ чакрĕ. Пĕр вунă çул каялла 12-13 кг таякан карпсем те тытатчĕç унта.

7 Нарăс, 2018

Клик мучи

Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи Гельмас Иванов 1934 çулта çуралнă. Пурнăç урапи пĕр чарăнмасăр малалла шăвать. Сисмесĕрех Кĕлик мучи 84 çула çитрĕ. Мăшăрĕпе Галина Ионовнăпа 9 ача çуратса ÿстернĕ. Шел, кĕçĕн ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Пурнăçран 12 çул каяллах уйрăлчĕ. Хальхи вăхăтра Ивановсен сакăр ывăлĕ-хĕрĕсĕр пуçне вунă мăнукпа сакăр кĕçĕн мăнук.