Петр ТИХОНОВ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вăрманçи.

25 Юпа, 2017

Мĕншĕн шавлать сĕм вăрман?

2006 çулта РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексне йышăнчĕç. Вăл рынок экономикин хутшăнăвĕсене вăрман фондне те явăçтарчĕ.

Вăрман хуçалăхне капиталлă отрасльсен йышĕнчен кăларчĕ. Унăн ĕçне регионсен шайĕнче йĕркелемелли управление тĕпрен улăштарчĕ. Вăрман ĕçлекен чи аялти тытăмсене пушшех кисрентерчĕ. Вăрман хуçалăхĕсене пĕтерчĕ, вăрманлăхсене /лесничествăсене/ — отраслĕн тĕп сыпăкĕсене — пысăк сиен кÿчĕ.