Ялта пурăнать писатель

28 Ака, 2017

«Çиле хирĕç пулсан та малаллах утасчĕ»

Унăн пултарулăхĕнче тăван тăрăха, Тăван çĕршыва юратни, чăвашлăха упрасси, шкулпа ял пурнăçĕ, ача-пăча тĕнчи, çамрăклăхпа юрату, ĕненÿпе шанчăк, чун тасалăхĕпе кăмăл-туйăм тĕнчи тĕп вырăн йышăнаççĕ.

7 Ака, 2017

«Сăввăмсене чи малтан мăшăрăмах хаклаттарас килет»

Таçта та ĕçленĕ, темĕнпе те интересленнĕ пулсан та чунрине шурă хут çине куçарма яланах вăхăт тупнă вăл. Йăлана кĕнĕ ярăмри черетлĕ статьяна хатĕрлеме Трак тăрăхĕнчи Николай Ершов-Янгер патне çитрĕмĕр. Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа пурăнать ялти писатель?

3 Пуш, 2017

«Арçыннăн икĕ йăнăш тума юрамасть»

Роман Андреевич Чепунов 1934 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Элшел ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халĕ педуниверситет/ пĕлÿ илнĕ. Чăваш Енри тĕрлĕ шкулта 40 çул ытла — учительте, завучра, директорта — ĕçленĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн «Труженик сăл» хаçатăн редакторĕ пулнă.

27 Кăрлач, 2017

«Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен – пурăнасчĕ ыранччен»

— Гаврил Спиридонович, си­рĕншĕн иртнĕ çул мĕнпе асра юлчĕ?

— Ватăлса пыратпăр та асра юлмаллисемех пуласси иртрĕ пуль... Çырма йывăртарах ĕнтĕ. Пирĕн районăн «Çĕнтерӳшĕн» хаçачĕ нарăсăн 5-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Йĕпреç тăрăхĕнчи литпĕрлешӳ Çемен Элкер ячĕпе хисепленет. Унта çӳренĕ калем ăстисен сăнӳкерчĕкĕсем пур манăн. Редактор сăнӳкерчĕксене пăхса Çемен Элкер килни, тĕлпулусем ирттерни пирки асаилӳ çырма ыйтрĕ. Çав ĕçе пикентĕм.

Pages