Татьяна НАУМОВА.

30 Пуш, 2023

Владимир СТЕПАНОВ: Наци проекчĕпе пăхса хунă мероприятисем республикăра кăçал малалла пурнăçланĕç

Паян Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин коллегийĕ анлă ларăва пухăнчĕ. Ку тытăмра вăй хуракансем пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе кăçал пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çулта тухтăрсем тăрăшнипе çын вилес кăтартăва 22,9 процент чухлĕ чакарма, ку кăтартăва пандемичченхи шая çитерме май килнине каларĕ. Çапла вăтам пурнăç тăршшĕ 2,5 çул таран ӳснĕ, 72,5 çулпа танлашнă.

24 Çĕртме, 2022

Маттур та хастар хӗрарӑмсене чысларӗç

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ  иккĕмĕш хутчен "Эпĕ - хĕрарăм" конкурс ирттерчĕ. Кăçал унта 500 яхӑн пике-арăм хутшăнма кăмăл тунă.

Малтанхи пекех хальхинче те çĕнтерÿçе палăртмашкăн çынсен шухăшне шута илчĕç. Çавăнпах кашниех ентешшӗн е пĕлĕшшĕн сасăлама пултарнă. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем паллă та ĕнтĕ. Паян вĕсене Чăваш патшалăх филармонийĕнче чысларĕç.

Маттур та пултаруллă хĕрарăмсене Раççей культура министрĕн çумĕ Ольга Ярилова саламларĕ.

20 Çĕртме, 2022

Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем пухăнчĕç

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкула паян республикăри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕcем пухăннă.

Кунта Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени ертÿçисен «Пĕрлĕхре – вăй» регионсен форумĕ иртрĕ. Унта онлайн мелпе Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Чĕмпĕр тата Пенза облаçĕсенчи йăхташăмăрсем те хутшăнчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе улшăнусем кĕртесси тавра калаçрĕ.

13 Çĕртме, 2022

Шупашкарта Ача-пăча Акатуйĕ иртнĕ

Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче ĕнер чăваш юрри-ташши кĕрленĕ. Раççей кунĕнче кунта "Ача-пăча Акатуйĕ" фестиваль-конкурс иртнĕ.

Искусство шкулĕсемпе культура çурчĕсене сукмак такăрлатакан ачасем пĕр-пĕринпе ташласа, юрласа, сăвă каласа тупăшнă. "Чăваш паттăрне" палăртма арçын ачасем канат та туртнă.

Тĕрлĕ номинацири çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.

Pages