Шупашкарта Ача-пăча Акатуйĕ иртнĕ

13 Çĕртме, 2022

Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче ĕнер чăваш юрри-ташши кĕрленĕ. Раççей кунĕнче кунта "Ача-пăча Акатуйĕ" фестиваль-конкурс иртнĕ.

Искусство шкулĕсемпе культура çурчĕсене сукмак такăрлатакан ачасем пĕр-пĕринпе ташласа, юрласа, сăвă каласа тупăшнă. "Чăваш паттăрне" палăртма арçын ачасем канат та туртнă.

Тĕрлĕ номинацири çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.

www.hypar.ru А.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас