Улăм пĕрчи те, йывăç турачĕ те çук
Вутпа шывăн ырри те, усалли те пурри çинчен ваттисем авалах каланă. Çакна, паллах, хамăр та аван тавçăратпăр. Этемлĕх вутсăр та, шывсăр та пурăнайман пулĕччĕ. Çав вăхăтрах шăпах вĕсем чи пысăк инкеке те çаврăнаççĕ. Асăрханмаллине асра тытмасан. Çапла, хăрушсăрлăх пирки самантлăха мансанах вутти те пурлăхсăр хăварать, шыв та инкек кăтартать…




«Епле ăçта каятăп? Демонстрацие, эсĕ пымастăн-им? Кун пек уявра халăхран юлма юрать-и вара? Ĕмĕртен пыракан йăла…» — такама ăнлантарчĕ троллейбусри арçын. Çак самантра общество транспортĕнчи чылай çын шăпах Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă мероприятие хутшăнма васканинче иккĕленÿ çуралмарĕ. Э-э-э, çук-ха. Пĕр кинемей çу уйăхĕн 1-мĕшĕ иккенне маннă иккен, пасара пуçтарăннă.






