Валентин ГРИГОРЬЕВ
Кун çутипе туллин усă курмалла
Ака вăхăчĕ ылтăнпа тан
Иртнĕ тунти кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче пулчĕ, çурхи ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх - мĕн кирли йăлтах çителĕклĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене Етĕрнесем çу уйăхĕн 9-10-мĕшĕсен тĕлне акса пĕтерес тĕллевлĕ.
Михаил Васильевич акционерсен "Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕ" уçă обществинче хуçалăх ертÿлĕхĕпе тĕл пулчĕ. Механизаторсене кун çутипе туллинрех усă курма сĕнчĕ, огнетушителе кабинăра яланах пĕрле илсе çÿремелли çинчен аса илтерчĕ.
Уяв, кану кунĕсенче - пĕр вакун ытларах
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хула çум пуйăсĕпе Шупашкартан Канаша е каялла çÿрекен ас тăватех ĕнтĕ: кану кунĕсенче çирĕме яхăн вакун уйăрнă пулсан та халăх вĕсене кĕрсе шăнăçаймастчĕ. Эпĕ те дачăна çÿренĕ: тамбура лексен те хĕпĕртеттĕмĕр, пичкери пулă евĕр хĕсĕнеттĕмĕр. Хăюллисем вакун тăррине хăпаратчĕç.
Автоинспекторшăн мар, хамăршăн
Производствăра ĕç çемми шыв юххи пек пĕр тикĕс те кал-кал йĕркеленнĕ вăхăтра эпир хамăра лăпкă туйса нимĕн çинчен те шухăшламастпăр. Уяр кун çиçĕм çиçсе аслати кĕмсĕртетнĕн инкек-синкек е пĕр-пĕр пăтăрмах сиксе тухсан вара ниçта кайса кĕрейместпĕр: вĕткеленетпĕр çеç. «Чан çапма тахçанах вăхăт çитнĕ те çав», - тетпĕр те ассăн сывласа кĕçĕтмен пуçа хыçатпăр.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 43
- 44
- 45
- 46
- 47
- 48
- 49
- 50
- 51
- следующая ›
- последняя »