Валентин ГРИГОРЬЕВ

9 Çĕртме, 2014

Зоопарка ăсатма иртерех

Экономика тĕнчинчи цифрăсене тишкерме тата пĕр-пĕринпе танлаштарма хăнăхнăран-ши - Чăвашстат материалĕсемпе паллашма кăмăллатăп. Мана ут йышĕ республикăра юлашки çулсенче геометри прогрессийĕпе чакни тĕлĕнтерчĕ. Чĕлхесĕр янавара халĕ ял ачисем те пурте палламаççĕ.

Пĕррехинче Шупашкарти пĕр шкулта вĕрентекен пĕрремĕш класа çÿрекенсене лаша ÿкерме хушнă. Пурте тенĕ пекех мультфильмсенче кăтартакан чĕр чунсене сăнарланă. "Эсир çулла ялта пулман-им, лаша курман-им?" - тĕлĕннĕ педагог. Хăш-пĕр ялта çак чĕр чуна пачах усрамаççĕ пулсан ачасем ăна епле пĕлме пултарччăр?

5 Çĕртме, 2014

Хыпар, 104-107 /26510-26513/ №№

 Ĕçлĕ çул çÿрев. Ырă тумашкăн кая юлман.

 Публицист шухăшĕ. Çĕр улмин хисепĕ хăçан таврăнĕ?

 Кун хыççăн кун. Ветерансем канашланă. Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

 Çуллахи сезон. Спортсменсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ.

4 Çĕртме, 2014

Шăвармасăр пахча çимĕç ÿсмест

Аслăрах ÿсĕмрисем иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче курăк ĕнсе каймаллах шăрăх тăнă çу кунĕсене лайăх ас тăваççĕ ĕнтĕ. Юр ирĕлнĕренпех çумăр пулманран ялсенче çăлсем типнĕччĕ. Çĕр улмине вăрлăхлăх та пухса илеймерĕмĕр.

29 Çу, 2014

Канашра - вертолет-палăк

Ĕнерхи кун Канаш çыннисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Хулан тĕп тÿремĕнче хăюлăхпа паттăрлăх монументне - вертолет-палăка - уçрĕç. Кунта çамрăк çарçăсем, кадетçăсем, пограничниксен çамрăк тусĕсем, çĕр-шыв чиккине сыхланă ветерансем, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннисем ирех пухăннă.

Pages