Валери ТУРКАЙ

19 Авăн, 2015

Мĕн чухлĕ тăшман ман, мĕн чухлĕ юлташ!

/Кăçал çырнисенчен/
* * *
Мĕн чухлĕ тăшман ман,
мĕн чухлĕ юлташ!
Апла эп чăнах та хăватлă чăваш!
Аван пурăнма тăшмансемсĕр,
паллах!
Çапах та этемĕн тăшман
пулмаллах.
 
Мĕн чухлĕ юлташ ман,
15 Авăн, 2015

Ĕнентерÿллĕ çĕнтерÿ!

Мĕн, ĕнентерÿллĕ мар-им? Ĕнентерÿллĕ, питех те ĕнентерÿллĕ! Ку чухнехи Чăваш Ен халăхĕн кăмăлĕ, шухăшĕ-туйăмĕ - пĕтĕмпех куç умĕнче. Иккĕленетĕр-и, тем пек килĕшес мар тетĕр-и - халăхăмăрăн ытларах пайĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн, пуласлăхĕшĕн ырми-канми, чунне парса ĕçленине тивĕçлипе хакларĕ, хăйĕн пуласлăхне урăх никампа та мар, шăпах унпа - 53 çулти Михаил Васильевич Игнатьевпа - çыхăнтарчĕ.

8 Авăн, 2015

Пĕтĕмпех Ун çинчен, пĕтĕмпех Ун ячĕпе е Кăйкăр çуначĕ айĕнче

Кун пек çумăр, яра кун тенĕ пек, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар таврашĕнче тахçанах çуманччĕ-тĕр. Сивĕ мар хăй, усал та мар, анчах...

3 Çурла, 2015

Пирĕн тусăмăр - Кабарда-Балкар Республикин çыравçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи

Çак кунсенче «Хыпар» хаçат редакцине инçетри Кабарда-Балкар Республикин тĕп хулинчен Нальчикрен ырă хыпар çитрĕ - чăваш халăхне чунтан-чĕререн хисеплекен пирĕн паллă та сумлă балкар тусăмăр Муталип Беппаев Кавказ тăрăхĕнчи çак республикăри Писательсен союзĕн председателĕ пулса тăнă.

10 Утă, 2015

Улталаканĕ кам?

Ман умра – «Хресчен сасси - КИЛ» хаçатăн 1/2/-мĕш номерĕ выртать /2015, утă, 2; индексĕ 43887, учредителĕ, тĕп редакторĕ - С. Л. Павлов; хаçата 2015 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче ПИ ТУ 21-00373 номерпе регистрациленĕ/.

Çапла, çапла хисеплĕ вулаканăмăр, С.Л. Павлов кăçалхи мартăн 10-мĕшĕнче «Хресчен сасси - КИЛ» хаçат /ку ят сана, вулаканăм, питех те паллă мар-и?../ регистрациленĕ, халь çав çын çак хаçата кун çути кăтартма пикеннĕ.

Pages