Вера ТИТОВА.

14 Çĕртме, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченне Раççей шайĕнчи наградăпа чысланă

"Хыпар" издательство çурчĕн коммерци дирекцийĕн менеджерне Галина Хрисанована РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

13 Çĕртме, 2017

ЧПУ хĕрĕсем Белгородран çĕнтерÿпе таврăннă

Çĕртме уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче Белгородри патшалăх университечĕн Светлана Хоркина ячĕллĕ спорт комплексĕнче Раççейри студентсен спорт клубĕсен ассоциацийĕн воллейбол енĕпе Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. ЧПУ хĕрĕсем унта виçĕмĕш вырăн йышăннă.

10 Çĕртме, 2017

Хаçат çырăнса парнеллĕ пулма май пур

"Хыпар" хаçата тата унăн ача-пăча кăларăмĕсене: "Тантăш" хаçата, "Самант" тата "Тетте" журналсене - çырăнакансен парнеллĕ пулас шанчăк пуррине эпир унччен те пĕлтернĕччĕ. Аса илтерер: "Хыпар" суйланисем валли мотоблок, ача-пăчан виçĕ кăларăмĕпе харăс туслашнисем валли велосипед выляттарăпăр.

9 Çĕртме, 2017

"Хыпарпа" унăн кăларăмĕсем "Ирхи саламран" салам янă

Т́ăван радиора тата Чăваш Енĕн Наци телевиденийĕнче харăсах тÿрĕ эфира тухакан "Ирхи салам" кăларăмра паян "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев пулнă. Дмитрий Андреевича теле- тата радиоертÿçĕсем, Алена Арсентьевăпа Вася Васин, Пĕтĕм тĕнчери юлташсем кунĕ ячĕпе туслăх пирки калаçма йыхравланă. 

Pages