форумсем

27 Чÿк, 2020

Халĕ суту-илÿре пахалăх — тĕп вырăнта

Паян республикăн тĕп хулинчи «Шупашкар-Арена» пăр керменĕн конференц-залĕнче «Уçăмсăрлăх тапхăрĕнчи ăнăçлă бизнес стратегийĕ тата практики» ятпа регионсен хушшинчи XVI форум ĕçлерĕ.

Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăн пахалăх кунне халалларĕç. Коронавирис инфекцийĕнчен сыхланас тĕллевпе унта республикăри предприятисен представителĕсен пĕчĕк ушкăнне пуçтарнă тата доклад тăвакансен пĕр пайĕ видеоконференцçыхăну мелĕпе сăмах каларĕ.

17 Авăн, 2020

Чăваш çул çÿревçисен форумĕ иртĕ

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш çул çÿревçисен пĕремĕш форумĕ иртĕ. Ăна республикăн наци библиотеки йĕркелĕ.

Чăваш çул çÿревçисен форумĕ 17 сехет те 30 минутра пуçланĕ. Унта хутшăнас текенсене çур сехет маларах регистрацилеме тытăнĕç. Çул çÿревçĕсем епле канни çинчен каласа кăтартнипе пĕрлех аякка тухса кайиччен шута илмелли вăрттăнлăхсене уçса парĕç. Хăйсен архивĕнчи хитре сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарĕç.

www.hypar.ru

13 Утă, 2020

Çамрăк çемьесен онлайн форумĕ

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе килĕшӳллĕн çамрăк çемьесен регионти пĕрремĕш онлайн форумĕ иртнĕ. Ăна Вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви тата Çамрăксен пуçарулăх центрĕ йĕркеленĕ.

20 Нарăс, 2020

Педагогсем форума пуçтарăнчĕç

Паян Шупашкарта республикăри педагогсен форумĕ иртрĕ. Вăл Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисене старт пачĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕнче тăрăшакансене наградăсем парса чысларĕ. Ÿкерчĕксен «Манăн Чăваш Ен» республика конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Шупашкарти 8-мĕш садике çÿрекен Карина Журавлевăпа 10-мĕш ача сачĕн воспитанникĕ Александр Якушов Олег Алексеевичăн аллинчен парнесене тивĕçрĕç.

Pages