www.hypar.ru

21 Авăн, 2018

Сăн ÿкерĕнме – «Хыпара»

Документсем валли сăн ÿкерĕнмелле-и? «Хыпар» Издательство çурчĕн «Самант» фотостудине килĕр. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 /Пичет çурчĕ/. 318-мĕш пÿлĕм. 3x4 калăпăшлă 3 сăн ÿкерчĕк — 170 тенкĕ кăна. Фотографсем сăн ÿкерчĕксене çав самантрах пичетлесе параççĕ.

20 Авăн, 2018

Сирире чăваш салтакĕ вилнĕ

Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сирири Латакия провинцире Раççей самолечĕ ÿкнине федерацин МИХĕсем хыпарларĕç-ха. "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби пĕлнĕ тăрăх, бортри 15 ҫар ҫын хушшинче чăваш та пулнӑ. 

Эпир çак самантра илтнĕ тăрăх, çав çын - Канаш районӗнчи Григорий Зиновьев. 34-ри вăйпитти çара 2008 ҫулта кайнӑ. Унта вăл контрактпа службăна юлнă.  

20 Авăн, 2018

«Шăпăрлан» «Теттепе» паллаштарать

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра пĕчĕккисем валли Рената Волкова хатĕрлекен «Шăпăрлан» кăларăм Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çине тухать. Хальхинче унта «Хыпар» издательство çурчĕн «Тетте» журналăн авăн уйăхĕнчи кăларăмĕ çинчен пĕлме пулĕ. Мĕнпе тĕлĕнтерĕ-ши кĕрхи «Тетте»? Кун пирки Валентина Федорова корреспондент пĕлтерĕ.

20 Авăн, 2018

Налук çăмăллăхĕсене — «симĕс çутă»

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ çапла хăвăрт вĕçленнине астумастăп. Кĕçнерникунхи лару пĕтĕмпе те… 9 минут тăсăлчĕ. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту, анчах вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕскер — нумай-нумай çынна пырса тивет, çавăнпа ăна пĕр тăхтамасăр татса парас тĕллевпе Правительство ирех черетсĕр ларăва пухăнчĕ.

5 Утă, 2018

"Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ чăваш çамрăкĕсен форумне хутшăнĕ

Утă уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче Пенза тăрăхĕнчи Неверкино районĕнче чăваш çамрăкĕсен форумĕ тата Акатуй иртĕ. Çак мероприятисене хутшăнма ЧНК хастарĕсемпе пĕрле "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ Ирина Кошкина та çула тухнă.

Pages