Ĕçлĕ çулçÿрев

5 Нарăс, 2019

Çитĕнÿсене çынсем туптаççĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытларикун Красноармейски тата Муркаш районĕсенче пулчĕ, муниципалитетсен ертÿçисемпе, вырăнти активпа пĕрле районсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2018 çулхи кăтартăвĕсене тишкерсе хаклама тата кăçалхи тĕллевсене палăртма хутшăнчĕ.

1 Нарăс, 2019

Кăтартусене лайăхлатма майсем çителĕклĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулчĕ.

Малтан «Коминтерн» ЯХПКн сĕт сумалли блокĕн ĕçĕпе паллашрĕ. Хуçалăх ăна ивестици проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр туса пĕтерчĕ.

19 Кăрлач, 2016

Министр хушсан - пурнăçламаллах

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов АПК предприятийĕсемпе, хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе çывăхрах паллашас тĕллевпе нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи «Чурачикское» АУОра пулчĕ. Иртнĕ эрнекун Сĕнтĕрвăрри тăрăхне çитрĕ.

11 Çурла, 2015

Çĕрпÿ тăрăхĕ вăхăт таппипе пурăнать

Çÿлти Хăватăмăр кăçал çĕр ĕçченне кÿрентермерĕ - ăшшине те, нÿрĕкне те çителĕклех "парнелерĕ". Ял çынни хăй те ÿркенсе тăмарĕ, иртен пуçласа каçчен киле кĕмерĕ. Тăрăшулăх хăйĕн çимĕçне пачĕ: тырпул та, пахчаçимĕç те тухăçлă çитĕнчĕ.

Pages