Çăкăр та, тумтир те çукчĕ

Элĕк районĕн тĕп больницинче тухтăр патне кĕме черетре ларатпăр. Тĕрлĕ хыпар-хăнар сÿтсе яврăмăр. Çавăн пекех вăрçă ачисен кун-çулне те тишкертĕмĕр.
«Çитес çул Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитет. Вăрçă ачисене тыл ĕçченĕсемпе танлаштарас тĕлĕшпе мĕнле те пулсан йышăну тăвĕç-ши?» — ыйтрĕ пĕр ватă. Ыттисем те вăрçă çулĕсенче тÿснĕ йывăрлăха патшалăхăн шута илмелли çинчен каларĕç. Тĕрĕссипе, ку ыйтăва тахçанах хускатнă. Анчах пĕр сăлтав — укçа çук. Вăрçă ачисем вара тÿсĕмлĕ, çаплипех кĕтеççĕ.
Пирĕн Чаканар урамĕнчи 14 килте вăрçăччен çуралнисем 21 ачаччĕ, вĕсенчен 4-шĕ хĕрачасем пулнă. Вăрçă тухнă çулах 11 килтен арçынсене фронта илсе кайрĕç. Урамра 2 ватă тата 1 чирлĕ çын юлчĕç. Атте фронта кайнă чухне эпир виçĕ ача, кĕçĕнни çулталăкра, юлтăмăр. Атте тăлăх çитĕннĕрен килте пире валли ытлашши тырă юлман. Анне унтан-кунтан тупнă çăнăхпа çĕр улми хутăштарса пире çăкăр пĕçерсе çитеретчĕ. Тепĕр чухне выçă ларни те пулнă. Пÿрте ăшăтма та, яшка пĕçерме те вутă пулман. Пушă вăхăтра урамри ачасемпе пĕрле вутă йăтма вăрмана каяттăмăр. Çуллахи вăхăтра шăллăмпа иксĕмĕрĕн ларса канма вăхăт пулман: пĕрин ĕне çитерме каймалла пулнă, теприн аннепе пĕрле колхозра ĕçлеме тÿр килнĕ. 8-9 çулсенчи ачасен аслисемпе пĕрлех 13-14 сехет ĕçлеме тивнĕ: утă çулнă, çурлапа тырă вырнă. Пурнăç йывăр пулнăран ачасене ялти шкула 8-9 çул тултарсан, хăшне-пĕрне 10-12-рен çеç янă. Пире паянхи ачасем пек капăр çи-пуç тăхăнтартман. Анне пиртен кĕпе-йĕм, сумка çĕлесе панă. Ăна çакса çара уран шкула кайнине лайăх астăватăп. Çанталăк сивĕтсен ура-на килте тĕртсе тунă тăлапа çăпата сырнă. Çие килте çĕленĕ тумтир тăхăннă. Хăш-пĕр ачан вăл та пулман.
1943 çулта пĕрремĕш класа 47-ĕн пухăнтăмăр. Ачасем йышлă пулнăран тепĕр çул пире икĕ пая уйăрчĕç: «а» тата «б» классем йĕркелерĕç. Вĕренме кĕнекесем, тетрадьсем, перо, чернил çитместчĕç. Çав йышлă ачасенчен ялти 7 класлă шкула пĕтĕмпе те 25-ĕн пĕтертĕмĕр.
Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулмарĕ: çиме — çăкăр, тăхăнма тумтир çукчĕ. Çавна май нумайăшĕ вĕренме пăрахрĕ.
Эпир ачалăхра выляса савăнаймарăмăр, тăраниччен çăкăр та çиеймерĕмĕр. Апла пулин те Тăван çĕршыва вăрçă хыççăн ура çине тăратма пулăшрăмăр. Пуçлăхсем çакна шута илессе шанатпăр.

www.hypar.ru

Вениамин АРХИПОВ.
Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.