Çĕмĕрлери ыйтусем çывăх çулсенче татăлĕç

5 Нарăс, 2020

Паян республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Çĕмĕрле хулинче пулчĕç. ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн заместителĕпе Павел Порфирьевпа пĕрле котельнăйсенче çитсе курчĕç.

Хулара мĕн пурĕ 15 котельнăй. Вĕсенчен 9-шĕ халь кал-кал ĕçлет. Ыттисен вырăнне çĕнĕрен тумалла. Ăшăпа тивĕçтерекен предприяти директорĕ Андрей Агаков пĕлтернĕ тăрăх, Лесной тата Палан поселокĕсенчи çуртсене ăшă парса тăракан котельнăйсем уйрăмах кивелсе çитнĕ. Инçетре вырнаçнăран об]ектсене çитиччен ăшă нумай çухатаççĕ. «Камчатка» микрорайонĕнче текех проблемăсем çук. Çĕнĕрен вырнаçтарнă котельнăйăн усăллă ĕç коэффициенчĕ пысăк. Çуртсенче пурăнакансем питĕ савăнаççĕ. Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ тĕллевлĕ программăсемпе республика Правительстви укçа куçарсан çивĕч ыйтусем çывăх çулсенче татăласса пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас