Çĕнĕ Шупашкарти Шишовсем «Çулталăк çемйи — 2019» конкурсра çĕнтерчĕç

Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче «Çулталăк çемйи — 2019» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич малтанах пуçаруллă, хастар çемьесен пултарулăхне сăнлакан куравпа интересленсе паллашрĕ. Малашне те вĕсене пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ. «Çемерье ачасене ĕç урлă воспитани пани питĕ паха, лайăх. Йăх истрине тĕпченине, чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хывнине те ырлатăп. Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ çулран çул ÿссе пырать. Тăнăçлăх, килĕшÿ, юрату сунатăп сире», - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева пĕлтернĕ тăрăх, асăннă конкурса 16-мĕш çул ирттереççĕ. Çак вăхăтра республикăри пултаруллă, маттур нумай-нумай çемьене палăртнă, хавхалантарнă. Паянхи тупăшура вара «Социаллă яваплă çемье» номинацире Хĕрлĕ Чутайри Барышниковсем çĕнтерчĕç. Елчĕкри Лакачовсем «Спорт çемйи» номинацире палăрчĕç. Элĕк тăрăхĕнчи Семеновсем «Пултаруллă çемье» пулса тăчĕç. Пăрачкаври Гуцаевсем «Туслă çемье» ята тивĕçрĕç. Çĕрпÿри Кузьминсем вара «Ĕçчен çемье» номинацире мала тухрĕç. Уявра çавăн пекех учительсен, тухтăрсен, строительсен, механизаторсен династийĕсене палăртрĕç. Çĕнĕ Шупашкарти Шишовсен çемйи вара «Çулталăк çемйи – 2019» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Сергейпе Ольга 16 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ, 7 ача ÿстереççĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас