Çĕнĕ указ ачасене пырса тивет

2 Раштав, 2019

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлăва пуçланă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тин çеç алă пуснă указ çинчен пĕлтерчĕ. Вăл ачасене пырса тивет — вĕсен сывлăхне çирĕплетмелли хушма мерăсем йышăнассине палăртать.

Указпа килĕшÿллĕн ачасене шывра ишме вĕрентесси вĕсен сывă пурнăç йĕркине никĕслемелли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăмалла. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов палăртнă тăрăх, сывлав органĕсен, шăмă-мышца чирĕсемпе чирлĕ ачасем йышлă. Указпа килĕшÿллĕн палăртакан мерăсем ку енĕпе пысăк пулăшу кÿме тивĕç. Тепĕр енчен, республикăра çуллен вун-вун çын шывра путса вилет. Кăçал кăна 50 çын пурнăçĕ татăлнă. Çав шутра — ачасем те. Шывра ишме пĕлни чылай инкеке сирме пулăшĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре паян 82 бассейн пулнине аса илтерчĕ. Татах тумалла. Çитес çул Чăваш патшалăх университечĕн бассейнĕ хута каймалла. Элĕкре те бассейн тума палăртнă. Указра бассейнсенче ачасене шывра ишме вĕрентесси тÿлевсĕр пулмаллине пайăррăн палăртнă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

 

Комментари хушас