Чăваш Енре - цифра телекуравĕ

27 Нарăс, 2014

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре халăха цифра телекуравĕн ыйтăвĕсемпе консультаци пулăшăвĕ паракан центр уçăлчĕ. Çавăн пекех республикăра DVB-T2 стандартлă эфир цифра телекуравне тест режимĕпе хута ячĕç.

Мероприятие ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Новиков, «Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ» /РТРС/ ФПУП филиалĕн «Чăваш Республикин радиотелекурав передача центрĕн» директорĕ Дмитрий Авербах, сумлă ытти хăна хутшăнчĕç. Çÿлерех асăннă центр Шупашкарта Радио çуртĕнче /Николаев космонавт урамĕ, 4 çурт/ вырнаçнă.

Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра DVB стандартлă цифра телекуравне ĕçе кĕртесси вăй илсех пырать. 2009 çулта РФ Правительствин йышăнăвĕпе федерацин «Раççей Федерацийĕнчи телерадиохыпарлав аталанăвĕ 2009-2015 çулсем валли» тĕллевлĕ программине йышăннă. Унта телерадиохыпарлавăн патшалăх сечĕсен инфратытăмне çĕнетмеллине, вĕсене цифра технологийĕсем çине куçармаллине, пур çĕрте те регион цифра хыпарлавĕ валли майсем туса памаллине палăртнă. Малтанласа Раççейре цифра эфир хыпарлавне DVB-T2 стандарт çине 2015 çул тĕлне куçармашкăн планланă. РФ Правительствин 2012 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнчи 287-р /-лĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе пурнăçа кĕртмелли вăхăта 2012-2013 çулсем çине куçарнă. Тĕллевлĕ программăн малтанхи тапхăрĕ - цифра телекуравĕн пĕрремĕш федераци пакетне /мультиплексне/ трансляцилеме майсем йĕркелесси. Унта «Пĕрремĕш канал», «Раççей 1», «Раççей 2», «НТВ», «Петербург Пиллĕкмĕш канал», «Раççей Культура», «Раççей 24», «Раççейĕн Общество телекуравĕ», «ТВ Центр» тата «Карусель», çавăн пекех «Маяк», «Раççей радиовĕ», «ФМ хыпарĕсем» радиостанцисем кĕреççĕ. РТРС-2 пакетра 9 телеканал пулĕ. Регионсен телеканалĕсене виççĕмĕш мультиплекса кĕртме йышăннă.

Чăваш Ен пирки калас тăк 2013 çул вĕçĕнче цифра телекуравне пуçласа виçĕ пунктра - Шупашкарпа Канаш хулисенче тата Тăвай ялĕнче - тест режимĕнче курма май килнĕ. Паянхи кун 500 пине яхăн çын /ку вăл - республикăра пурăнакансен 40%/ цифра телекуравĕн пахалăхне тивĕçлипе хаклама пултарать. РТРС çывăх вăхăтра Çĕрпÿ хулипе Йĕпреç поселокĕнче цифра эфир телекуравĕн объекчĕсене ĕçе кĕртме хатĕрленет. 2014 çулта телекуравăн тепĕр 15 передатчикне хута яма планлаççĕ. Çапла вара цифра телекуравне 1070,3 пин çын е Чăваш Енре пурăнакансен 82,1% пăхма пултарать, чи пĕлтерĕшли - тÿлевсĕрех.

Хĕрлĕ хăйăва касса центра уçсан, эфир цифра телекуравне ĕçлеттерсе ярсан Дмитрий Авербах: «Паянхи пулăм - Чăваш Ен телехыпарлавĕн хальхи технологийĕсен аталанăвĕнчи çĕнĕ страница», - терĕ. Мероприятире DVB-T2 стандартлă телекурав еплерех ĕçленине курма май килчĕ. Специалистсем палăртнă пекех - «вăл лайăхрах, пахалăхлăрах», телеэкранри ÿкерчĕксем уççăнрах курăнаççĕ, тĕссем те улшăнса каймаççĕ. Унтах цифра телекуравĕ çине мĕнле куçмаллине те ăнлантарса пачĕç. Çакăн валли дециметр диапазонлă антенна кирлĕ. Ăна телевизорпа çыхăнтарсан цифра телеканалĕсен автошыравне ямалла. Çапла тума май килмесен DVB-T2 стандартлă приставка туянмалла.

Консультаци пулăшăвĕн центрĕнче кирек кам та цифра телекуравĕн мелĕсем тата унăн программисене йышăнмалли меслетсем пирки тулли информаци тÿлевсĕрех илме пултарать. Унсăр пуçне специалистсем районсене тухса презентацисем ирттересшĕн. Цифра сечĕпе çыхăнмалли ыйтусене «хĕрÿ лини» телефонĕпе /8-800-220-20-02/ шăнкăравласа уçăмлатма пулать. ртрс.рф порталта та кирлĕ информацие тупма май килет.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.