Чăваш фантастикин пуласлăхĕ пур

15 Чÿк, 2019

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра тĕнчипе паллă Джоан Роулингăн асамлă арçын ача, Гарри Поттер, пирки çырнă романĕсене вуланă чухне шухăша путнăччĕ: пирĕн, чăвашсен, шăпăрлансем валли çырнă фантастика хайлавĕсем мĕншĕн çук? Халĕ те унашкал произведенисене пÿрне хуçлатса çеç шутлама пулать. Инесса Шашкина çамрăк çыравçăпа паллашсан лару-тăру лайăх енне улшăнас шанчăк çуралчĕ.

— Инесса, эсĕ фантаст çыравçă пулнине пĕлтĕм. Çак жанр сана мĕнпе илĕртет?
— Ачаранпах çак жанрпа çырнă хайлавсене вулама кăмăллаттăм. Халĕ те çаплах. Юратнисен йышĕнче — Евгений Гаглоевăн «Зерцалия» романсен серийĕ, Джоан Роулингăн Гарри Поттер çинчен çырнă хайлавĕсем. Çапла хамăн та çырса пăхас шухăш çуралчĕ. Кайран республикăри «Çамрăк ятсем уçатпăр» конкурс валли фантастика калавĕсем çыртăм. Пĕринпе, «Икĕ тĕнче хушшинче» ятлăскерпе, малти вырăна тухнăччĕ.
Ячĕ хăйне евĕр. Сана çын курман тĕнче илĕртет-им?
— Мистика, урăх тĕнче вăрттăнлăхĕсем кăсăклă. Конкурсра çĕнтернĕ хайлав пукане пирки. Унăн чунĕ пур. Пĕррехинче вăл пĕр хĕрачан сăнне илсе ăс-тăнĕпе хуçаланма тытăнать. Лешĕ хăй мĕн тунине ăнланмасть. Пукане хĕтĕртнипе хĕрача çулăм ăшне кĕрсе каять. Çак хайлава çыриччен нумай шухăшласа çÿрерĕм, идейăсем блокнотра вырăн тупрĕç. Хĕрачана çулăм ăшне мĕнле кĕртмелли пирки шухăшланине халĕ те астăватăп. Анчах çак калав сюжечĕ пуçра мĕнле вырăн тупнине хам та пĕлместĕп.
Чăваш литературинче жанрсем аталансах кайман та ку калава тĕлĕнтермĕш пек йышăнатăп. Кĕнеке кăлармалла санăн!
— Шухăшсем пур-ха. Фантастика калавĕсен пуххине вулакан патне çитересшĕн. Унашкал хайлав манăн нумаях мар, анчах кĕнеке кăларма çителĕклĕ. Хăшĕ-пĕрин ятне асăнам: «Икĕ тĕнче хушшинче», «Йăмра тĕнчинче», «Хура тинĕс вăрттăнлăхĕ», «Шан мана, тĕнче», «Ăраскал çăлтăрĕ»… Çакна та палăртам: вăрăм çырма кăмăллатăп.
Санăн камран тĕслĕх илмелли те пур. Аннÿ Любовь Шашкина-Лĕпĕшпи — 4 кĕнеке авторĕ.
— Манăн анне сăвăсем çырать. Вăл шкулта директор çумĕнче тăрăшать. Çырас ăсталăх унран куçнă пуль. Нумаях пулмасть театра халалласа кĕнеке кăларчĕ вăл. Çывăх çыннăм вĕрентсе, хавхалантарса пырать. Манăн хайлавсене хаклакан пĕрремĕш çын та вăлах. Хавхалантарнинчен нумай килет. «Çырмалла, вăхăт сахал пулсан та пăрахмалла мар», — тет анне.
Вăхăт çукки çырма чăрмантарать-и?
— Юлашки вăхăтра хайлавсене ытларах тĕрлĕ конкурс валли çыртăм. Ятарласа хам валли мар. Ăс пухнă вăхăтрах, сăмах май Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче хореографа вĕрентĕм, ĕçе вырнаçрăм. Халĕ Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче студентсене вĕрентетĕп, ритмикăпа хореографи педагогĕ эпĕ.
Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă эсĕ, ташлама та ухута иккен. Çырас ăсталăх хăçан палăрма тытăнчĕ?
— Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах. Кĕçĕн классенче кружок пурччĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.