Чăваш пулсах юласчĕ

18 Пуш, 2020

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче иртет. Çĕршывăн çитме кансĕр, аякри территорийĕсенче — апрелĕн 1 — декабрĕн 2-мĕшĕсенче. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Муркаш тăрăхĕнче мĕнле хатĕрленнипе Чăвашстатăн районти уполномоченнăйĕ Валентина Иванова паллаштарать.
— Валентина Алексеевна, çĕршывшăн, халăхшăн, пуласлăхшăн пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленесси мĕнлерех пырать-ши?
— Çырава унчченех хатĕрленме пуçланă. Муркаш районĕн администрацийĕ çумĕнче ятарлă комисси йĕркеленĕ, мĕн тумаллине планланă. Халĕ унпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыратпăр. Пĕлтĕр акă ялсенчи урамсен, çуртсен списокне йĕркелесе çитертĕмĕр. Унтан 24 регистратор кашни яла çитсе картографи материалĕсем тăрăх тĕрĕслерĕ, çурт-йĕр вырăнне палăртрĕ. Çĕнĕрен туса лартнине çырав списокне кĕртрĕç, пăснине е çунса кайнине кăларчĕç. Ял тăрăхĕсем урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене палăртассипе ĕçлерĕç.
Ял урамĕсене электричествăпа çутатасси çивĕч тăрать. Çырав кĕркунне иртет, хăвăрт тĕттĕмленет. Çыруçăсен вара кашни çурт-йĕре çитмелле. Çавăнпа хăрушсăрлăх пирки те манмалла мар. Октябрьччен çитменлĕхсене йăлтах пĕтересшĕн.
Документ тăрăх Муркаш енче 14320 çурт-йĕр, пурăнмалли тата пурăнмалла мар пÿлĕмсем /хваттерсем, пÿлĕмсем/ 15309 шутланаççĕ. 2020 çулхи январь тĕлне районта пурăнакан 31615 çынна шута илнĕ. 2010 çулта — 34884. Вунă çулта халăх йышĕ палăрмаллах чакни пăшăрхантарать. Ялсенче хупăнса ларакан çуртсем самай.
Çырав валли пурлăхпа техника бази хатĕр-и? Участоксем ăçта вырнаçасси паллă-и?
— Пурлăхпа техника бази хатĕрпе пĕрех. Участоксен вырăнне палăртман-ха. Вĕсем яланхилле ял клубĕсемпе культура çурчĕсенче вырнаçĕç. Мероприяти çывхарнă тĕле машинăсем, яваплă çынсене те уйăрĕç.
Çырав пысăк шайра иртесси çыруçăсенчен те килет. Вĕсене мĕне кура суйласа илетĕр?
— Çырава ялан тенĕн пĕр çынсем хутшăнаççĕ. Вĕсене ытларах ял тăрăхĕсем суйласа илеççĕ. Чи малтан çыруçа халăх пĕлнине, хисепленине, ыттисемпе пĕр чĕлхе тупма, яваплăха туйса ĕçлеме пултарнине шута илеççĕ. Мĕншĕн тесен ялта та пĕлнĕ-пĕлмен çынна йышăнма, ыйтусене хуравлама килĕшмĕç. Çыруçăсене ĕçе тытăниччен вĕрентсе хатĕрлетпĕр.
Кăçалхи çырав мĕнпе уйрăлса тăрĕ-ши?
— 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çĕнĕ форматпа иртет. Унта малтанхи хут цифра технологийĕпе усă курĕç. Тĕп çĕнĕлĕх — Раççейре пурăнакансем «Госуслуги» пĕрлехи порталта электрон çырав хучĕсене хăйсем тĕллĕн çырса тултарма пултарĕç. Çыруçăсене планшетпа тивĕçтерĕç. Çавăн пекех çырав участокĕсенче, Нумай функциллĕ центрта та çынсене йышăнĕç. Çĕнĕлĕх ĕçе хăвăртлатать, тухăçлăхне ÿстерет.
Çĕршывсене хăйсене уйрăмах кăсăклантаракан ыйтăва çырав хутне кĕртме ирĕк панă. Раççей те ĕçпе тивĕçтересси тата ĕç миграцийĕ пирки ыйтусем хушнă.
Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем мероприятин пĕлтерĕшне ăнланни сисĕнет-и? Çыравран пăрăнма хăтланакансем те сахал мар. Иртнĕ çыравра Раççейри 1 млн ытла çын унта хутшăнма, хăш-пĕр ыйтăва хуравлама килĕшмен.
— Çынсемпе калаçнă май вĕсем çырав пĕлтерĕшне, вăл пурнăçа лайăх енне улăштарма пулăшнине ăнланни сисĕнет. Массăллă информаци хатĕрĕсем те кун пирки пĕлтерсех тăраççĕ.
Çырав — çĕршыв историйĕнче сайра пулăм мар, йăлана кĕнĕ процедура. Ăна Раççейре 1897 çултанпа ирттереççĕ. Унтанпа вăл 11 хутчен пулнă. Юлашки — 2010 çулта. Аталаннă çĕршывсенче ăна кашни вунă çулта ирттерме йышăннă. Америкăра вăл — кризиса хирĕç кĕрешмелли мерăсенчен пĕри. Тĕнчери çырав ĕçĕ-хĕлне ООН йĕркелесе-сăнаса тăрать.
Тĕнчипе пĕлтерĕшлĕ мероприяти мĕн тума кирлĕ? Çĕршыври демографи, экономика, наци лару- тăрăвне, миграци процесне куллен шута илсе пыраççĕ пулин те, çырав халăх, наци йышне, хисепне, усă куракан чĕлхине туллин кăтартать. Вăл хулари е ялти çын пурнăçне — ÿсĕмĕ, пĕлÿ шайĕ, тĕп тупăш çăл куçĕ, пу-рăнмалли условийĕ, кил хуçалăх тытăмĕ… — алă тупанĕ çинчи пек йăлтах тухса тăрать. Унта пуçтарнă кăтартусене тĕпе хурса Правительствăра çĕршыва малалла аталантарма, халăх пурнăçне лайăхлатма программăсем йышăнаççĕ. Çырав кăтартăвĕсем патшалăхăн социаллă пурнăçĕпе демографи политикине вăрах вăхăт аталанма пулăшакан тĕп никĕс. Çырава хутшăнасси — кашни çын тивĕçĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.