«ЧĔРĔ» ШĔВЕК - ПУЛĂШУ ÇĂЛ КУÇĔ

28 Çурла, 2014

Промышленноç мелĕпе тирпейлемен апат-çимĕç этемшĕн çав тери пахи тахçанах паллă. Унра энзимсем пур. Вĕсем апат ирĕлессине кăна мар, организмри питĕ пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçе те лайăхлатма пулăшаççĕ.

Энзимсене ăçтан илмелле-ха? Чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла, сăмсалантарнă тĕш тырă, тĕрлĕ вăрлăх çимелле.

Килте усă курма меллĕ сывлăхшăн лайăх ансат темиçе сĕнÿпе паллаштаратпăр.

1. Тулă пĕрчисене ислетсе хатĕрленĕ шĕвек. Тулла шыв тасалса çитичченех çумалла. 1 апат кашăкĕ илсе 3 стакан таса шыва ямалла, 2 талăк лартмалла.

Малтанхи виçе йÿçсе çитиччен вăхăт ытларах иртет. Çавăнпа шĕвек валли кирлĕ чĕр тавар хатĕрлеме темиçе савăт кирлĕ, вĕсене тулла тĕрлĕ вăхăтра йÿçсе çитме ямалла.

2 кунран шыва урăх савăта ярса илмелле /тулă пĕрчисене пăрахмалла мар/, апатчен çур сехет маларах 100-150-шар миллилитр сивĕлле ĕçмелле.

Шĕвеке сивĕтмĕшре 3-4 кун упрама юрать, пыл хушсан - 7 кун.

Унтан йÿçнĕ шĕвекне ярса илнĕ хыççăн юлнă тулла шыва /стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ чĕр тавара - 2-3 стакан шыва/ ямалла, 24 сехет лартмалла. Йÿçнĕ пĕр виçе тулăран малашне виçĕ хут ĕçмелĕх шĕвек хатĕрлеме пулать. Пулса çитсен шĕвекне юхтарса илмелле. Çавăн пекех ĕçмелле тата упрамалла.

Тулă шĕвекĕ энзимсемпе, С, В ушкăнри, Е витаминсемпе, тутлăхлă япаласемпе пуян.

2. Энзим-белоклă шĕвексем. Лавккара тасатман кунжут вăрри тупса илме пулать. 1 апат кашăкĕ вăрра çăнăх пуличчен вĕтетмелле, тулă пĕрчинчен йÿçĕтсе хатĕрленĕ 2-3 стакан шĕвеке ямалла, миксерпа е вилкăпа хăйма пек пуличчен лăкамалла. Кăштах типĕ тинĕс купăсти хушмалла. 1 чей кашăкĕнчен пуçласа малашне 1 апат кашăкне çитерме юрать. Пÿлĕм температуринче 2-3 талăк йÿçĕтсе лартмалла.

Апат вырăнне çиме е салата хушма юрать.

Çак хутăша организм питĕ лайăх йышăнать. Вăл апат ирĕлесси пăсăлнă çынсене уйрăмах усăллă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.