Комментари хушас

19 Раштав, 2015

Ытла сăпайлă пулмалла мар

- Укçа-тенкĕ енчен лайăхах пурăнатпăр, анчах чун пуянлăхĕ çухалса пынăн туйăнать. Эпĕ яланах хальхи пурнăçа ачалăхри пулăмсемпе танлаштаратăп. Ун чухне уяв сахал пулнă. Раштава, Мăнкуна... мĕнешкел хытă кĕтеттĕмĕр. Атте-анне ĕçкĕпе иртĕхмен. Сăрине те виçеллĕ ĕçетчĕç. Хĕрарăмсем уявра плюш пальтопа шурă алсиш тăхăнатчĕç, çÿçеллĕ пурçăн тутăр çыхатчĕç. Çак илем çаплипех куç умĕнче.

Çынсем чуна уçса ка­лаçмаççĕ. Çакă та вăхăт улшăнса пынине кăтартать.

Эпир спектакльсемпе таçта та çитетпĕр. Чăваш хĕрарăмĕ пек лайăххи урăх ниçта та çук. Вăл сăпайлă та, ăшă кăмăллă та, тарават та. Çапах хăшне-пĕрне хăйне мĕскĕннĕн тытнăшăн ятлас килет. Акă, сăмахран, ялтан килекен кутамкаллă хĕрарăм троллейбуса кĕрет. Пасарта апат-çимĕç сутасшăн вăл. Кондуктор çине те хăраса пăхать, вырăн йышăнма та именет хайхискер. Çук, никама та чăрмантармасть çав çын. Хăюллăрах пулмалла унăн. Тытмалла та пушă вырăна кĕрсе лармалла. Вăл - мухтава тивĕçлĕ ĕçчен хĕрарăм! Кил хуçи арăмĕ тем тума та ĕлкĕрнине эпир пурте пĕлетпĕр. Ачи-пăчине те пăхать, выльăх-чĕрлĕхне те усрать, кил таврашĕнче те тирпейлет вăл. Тар тăкса укçа ĕçлесе илме хăнăхнăскерĕн хăйне ирĕклĕ тытмалла паллах. Çак хĕрарăм - пурнăç тыткăчи.

Чăваш хĕрарăмĕсем кирек хăш шайри ертÿçĕпе калаçма сăмах тупнине курас килет. Анлă тавра курăмлисене, пултаруллисене, маттуррисене уйрăмах хисеплетĕп. Вĕсем мана та пулăшса пыраççĕ. Пирĕн йышра çакнашкал çынсем пурри чăннипех савăнтарать.

Тăван тăрăхрах хăтлă. Аякка кайсан çакă уйрăмах сисĕнет. Çавăнпах тăван халăхăн культурине, историне, чĕлхине упрама тăрăшмалла.

Ĕçтешсемпе тĕрлĕ çĕршывра пулса куратпăр. Хăш-пĕр çĕрте хĕрсем те наци çи-пуçне кăмăлланине асăрхатпăр. Тем тесен те, хĕрарăм шăлаварпа мар, кĕпепе, тутăрпа хитререх курăнать. Пирĕн чиперуксен те çакна ăша хывасчĕ.

Василий ПАВЛОВ,

Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.