Çăлтăр çӳпçи

21 Кăрлач, 2017

Пĕртен-пĕр арçын

— Юратнă хаçатăмăр тин çеç тухма пуçларĕ пек. 20 çул çитни сисĕнмерĕ те. Унăн историйĕнче манăн ятăм та пурри, паллах, савăнтарать. Хаçатра ĕçленĕ корреспондентсенчен эпĕ — пĕртен-пĕр арçын. Çакă та хăйне евĕр чыс. Паллах, «Хыпар» хаçатран «Чăваш хĕрарăмне» куçарнине ун чухне кăмăлласах та йышăнманччĕ-ха эпĕ. Ара, маншăн «Хыпар» сумлăрах шутланнă. Анчах çак кÿренÿ часах сĕвĕрĕлчĕ.

24 Раштав, 2016

Йăла-йĕркерен мĕн юлĕ?

— Шкулти тăван ен культурин урокĕсем асрах. Шăпах çав предмета пулах артист пулас ĕмĕт çуралнине те каласа хăвармалла. Пĕрремĕш урокрах районтан /Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасран эпĕ/, ялтан тухнă паллă çынсен ячĕсене аса илме ыйтнăччĕ.

19 Чÿк, 2016

Вăтану туйăмĕ çук

— Паян халăх çынлăха çухатса пырать. Пĕр-пĕрне ăнланасси, пулăшасси, хутшăнусенче ăшăлăхпа çепĕçлĕх чакать. «Кăмăл-туйăмсăр общество» темелле-ши? Ырă кăмăллăх юлманпа пĕрех. Укçа-тенкĕ, мул хăйне евĕр виçе пулса тăчĕ.

Pages