Комментари хушас

26 Пуш, 2014

Арçын çеç айăплă-ши?

Пĕр çулхине «Хресчен сасси» хаçатра манăн материала пичетлерĕç. Эпĕ ăна мăшăр тупас тĕллевпе çырнăччĕ. Ун чухне çырусен йĕрĕпе ăçта кăна пулмарăм-ши? Республикăна урлă-пирлĕ «çавăртăм». Нихçан пулман ял тăрăхĕсене çитсе куртăм.

Чылай чухне хĕрарăмсем йывăр пурнăçшăн арçынсене айăплама пăхаççĕ. Çырăвĕсене еплерех çыраççĕ тата! Вуланă хыççăн çунат сарса вĕсем патне вĕçес килет. Сăмахĕсем чун-чĕрене ăшăтаççĕ, кăмăл-туйăма тыткăнлаççĕ. Савăннипе ура хуçса ташша ярăн. Шел те, чăн пурнăçра пачах урăхла.

Вĕсем вокзалсенче тĕл пулма сĕнетчĕç. Эпĕ вара урăхла мелпе усă курма шут тытрăм: çыру авторĕсем патне хам кайса курас терĕм. Пĕр киле çитрĕм: унта чăн-чăн туй кĕрлет тейĕн. Хĕрсех ĕçкĕ-çикĕ пырать. Çырури «сăпайлă та ĕçчен» хĕрарăмăн пичĕ-куçĕ тăртаннă, ури çинче аран тăрать. Теприн вара килĕ-çурчĕ йĕркесĕр. Алăк уратинчен иртмесĕрех каялла тухса тарас килчĕ. Эпĕ арçын пулсан та эрнере икĕ хутчен урай çăватăп. Кун пек çуртра мĕнле пурăнаççĕ? Пĕлместĕп.

Каç пулса килнĕрен виççĕмĕш çыру авторĕ патĕнче çĕр выртма тÿр килчĕ. Ирхине кĕсьерен укçа çухалнине асăрхарăм. Юрать ытларах пайне урăх çĕре чикме ăс çитернĕ. Унсăрăн нимсĕр юлаттăм.

Ултавпа инçе каяймăн. Вăл пур пĕрех вăхăт иртнĕçемĕн çиеле тухать. Хĕрарăмсен мĕнле сăлтава пула ĕçкĕ ăшне путмалла-ха? Малашлăха та курмаççĕ вĕсем. Çавнашкал çынсене хĕрхенес, пулăшас килет. Анчах хăйсем çине тăмасан никам та пулăшу кÿрес çук вĕсене.

Атте-анне ватăлнăран манăн та хăй вăхăтĕнче хуларан яла таврăнма тиврĕ. Килĕштернĕ хĕр те пурччĕ, мăшăрланма та тĕв тунăччĕ. Атте-анне хирĕç пулчĕ. Ун чухне вĕсен сăмахне ăша хывман пулсан, тен, паян кунчченех ача-пăча ÿстерсе, мăшăрпа килĕштерсе пурăнаттăмăрччĕ.

Пĕччен пурнăç кансĕр пулнине пурте ăнланаççĕ. Ял-йыш çинче çеç мар, тăвансем хушшинче те палăрать çак хутшăну. Хисеп те çукрах. Пĕччен çыннăн ĕç те кал-кал пымасть. Çапах та кÿршĕ пулăшасса кĕтмелле мар. Халĕ самани те урăхларах. Унччен пысăк ĕçсене ял-йышпа пурнăçланă, халĕ вак-тĕвек ĕçе тума та пуç çапмалла, укçа тÿлемелле. Унсăрăн ют çын мар, тăвану та çурăмпа çаврăнса тăрать.

Пĕр-пĕринчен ютшăнтăмăр, тăвансемпе хутшăнусем татăлчĕç. Туйра е виле çинче çеç тĕл пулса сăмахлатпăр. Çемьере те тирĕк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть. Хăш чухне алă вăйĕпе усă куракан та пур. Ытларах чухне укçа-тенкĕ çитменрен çемьере «вăрçă» тухать. Паллах, нухрачĕ те кирлĕ пурнăçра. Çавăнпах ĕнтĕ çамрăксем тăван тăрăхран аяккарах ĕçлеме çÿреççĕ. Халĕ пурне те укçапа виçеççĕ: пурнăçа та, юратăва та. Ĕлĕкрех çамрăксем пĕр-пĕрне савса пĕрлешнĕ пулсан, халĕ юрату тупраран пуçланать. Асатте-асаннесем тулăх пурăнмасан та çичĕ-сакăр ача çуратса ÿстернĕ. Килти «çÿп-çапа» урама кăларман, çемье чăмăрне салатман. Ачисене ырă тĕслĕх пама тăрăшнă. Халĕ чылай чухне хĕрарăмсем çемье арканнăшăн арçынна айăплаççĕ. Сăлтавĕ хăйсенче мар-ши?

Пурнăç çулĕпе манăн сăпайлă, ырă кăмăллă хĕрарăмпа юнашар утас килет. Çакнашкаллисене çыхăну тытма сĕнетĕп.

Эпĕ хитре сăн-питлисене шырамастăп. Чунĕпе таса та тулăх пултăр, çынна хаклама пĕлтĕр.

Хам пирки. Чаплă керменпе машина çук манăн. Кил-çурт ыттисенни евĕрех. Тунмастăп, пысăк уявсенче е хăна-вĕрле пуçтарăнсан кăштах ĕçкелетĕп. Сăлтавсăр черкке енне туртăнмастăп. Чĕлĕм таврашне вара çăвара хыпман. Укçа тÿлесе сывлăха хавшатма кирлĕ мар. Ĕçрен хăрамастăп. Хĕрарăмăн-и вăл е арçыннăн – пурне те пурнăçлатăп. Виçерен тухса ĕçекен хĕрарăмсене чăрмантарма ыйтмастăп. Мĕншĕн тесен ун пек пулăмпа тĕл пултăм маларах. Питĕме хĕретме тиврĕ.

Хаçатра пĕлтерÿ пичетленсен çырусем килме пуçларĕç. Пĕринпе çывăхрах паллашма тĕв турăм. Пĕр хушă пĕр-пĕрин патне çыру çÿретнĕ хыççăн тĕл пулса калаçма шут тытрăмăр. Килĕштертĕмĕр пулас, часах пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Малтанхи уйăхсем юмахри евĕр иртрĕç. Çакăн пек хĕрарăм тĕлне пулнишĕн шăпама тав тăваттăм. Анчах иртерех хăпартланнă иккен. Вăл час-часах хаяр шĕвек сыпма пуçларĕ. Малтанах шарламарăм. Кÿршĕсемпе ĕçнĕ пулĕ терĕм. Мăшăрăм вара ĕç патне пыми пулчĕ. Ирхине тухса каятчĕ те каç енне çеç таврăнатчĕ.

Пĕррехинче кил картине тирпейленĕ май пÿрте часах кĕреймерĕм. Каç енне çеç пушантăм. Кĕтĕм – мăшăрăм çук. Тĕп сакай алăкĕ уçă. Çĕр улми илме кĕнĕ пулĕ терĕм. Анчах темĕн чухлĕ кĕтсен те тухмарĕ. Кĕрсе пăхрăм. Мăшăрăм витрене çĕр улми тултарса ывăннă пулас, тÿнсе кайнă та ыйха çапать. Юнашар – четвĕрт кĕленчи. Ăна тĕппипех пушатма ĕлкĕреймен хăй.

Çулталăка яхăн тĕрмешсе пурăннă хыççăн унпа сыв пуллашма тиврĕ. Каярахпа вăл хĕл кунĕнче урамра шăнса вилни çинчен илтрĕм. Манпа йĕркеллĕ пурăннă тăк çак инкек пулмастчĕ.

Туслăха хаклакан, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан хĕрарăмсене кăна çыру çырма ыйтатăп. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕриншĕн шанчăклă тĕрев пуласса шанас килет.

Валерий ПУШКИН.

Йĕпреç районĕ, Хирти Выçли ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.