Комментари хушас

8 Раштав, 2016

Юмах тĕнчи ăçтан пуçланать?

Çĕнĕ çул çывхарса пынă май шкулсем юмаха çаврăннине сăнама мĕн тери кăмăллă. Кирек епле пĕлӳ çуртне кĕрсен те юр пĕрчисен çепĕç ташшипе тата йăлтăр-ялтăр çумăр тумламĕсемпе киленме, Хĕл Мучипе тата Юр пикепе сăн ӳкерĕнме пулать… Чылайăшĕ вара шухăш вĕçевне ирĕке ярса Çĕнĕ çул юмахĕсенчи тĕрлĕрен сăнар ăсталама та хал çитерет. Ачасен тата вĕрентекенсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерме çук.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутайри Ачапăча пултарулăх çуртне çитсен çакнашкал тĕлĕнтермĕш теттесене мĕнле ăсталанине курма та тӳр килчĕ. Хушма пĕлӳ паракан учреждение вĕренекенсем тулли кăмăлпа çӳреççĕ. Пĕр-пĕр япала ăсталанă чухне хăйсене асамлăхпа çыхăннăнах туяççĕ-çке вĕсем: хут, кăранташ, хачă тата тĕрлĕ тĕслĕ сăрă пултăр кăна — илемлĕ тетте хатĕр те. Пултарулăх ертӳçисем вара çак ансат япаласем çумне вăрттăн капăрлăхсем хушма та вĕрентеççĕ.

Ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Валентина Матвеевна Коракова хăй те ача чунĕллĕ. Çавăнпах шăпăрлансене пултарулăх енĕсене уçма пулăшасси — уншăн тĕп вырăнта.

Ку учреждени ултă направленипе ĕçлет: илемлĕх, туризмпа спорт, физкультурăпа спорт, социаллă педагогика, техника, çут çанталăк ăслăлăхĕ. Пурĕ — 19 кружок. Ытларах техника направленийĕ ачасене илĕртет. Чăн та, паянхи пурнăçра ку питĕ кирлĕ. Туризмпа таврапĕлӳ кружокĕсем те аталанса пыраççĕ.

Кунта пултарулăхне туптакансем республика тата Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсенче тăтăшах палăраççĕ. Сăмахран, кăçал çĕршыври ачасемпе педагогсен «Талантсен çăлтăрлăхĕ» пултарулăх конкурсĕнче «Илемлĕх проекчĕ хатĕрлесси» пĕрлешӳ /ертӳçи — Галина Петровна Артемьева педагог/ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çакнашкал çитĕнӳсем татах та нумай.

Ăста алăллă, пуян шухăш вĕçевĕллĕ пулни çыннăн пурнăçне илемлетет, хаваслатать, кăсăклатать. Юмах тĕнчи те шăпах çавăн пек маттурккасенчен пуçланать. Хăйсем мĕн пĕлнине çитĕнекен ăрăва та вĕрентнĕшĕн пултаруллă педагогсене пысăк тав!

Лариса ПЕТРОВА.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: Çапларах илемлĕ юр пĕрчисем ăсталарăмăр паян.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.