Комментари хушас

2 Пуш, 2017

Сыхланакан шар курмасть

Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче выльăха ерекен хăрушă инфекци чирĕсем тăтăшах тĕл пулаççĕ, çавăнпа вĕсенчен хÿтĕленес ыйту Чăваш Енре те çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен хуçалăх тытса пыракан çын ыттисемпе хутшăнать, вĕсемпе çыхăнса ĕçлет. Çакна кура чир сарăлма пултарать. Чĕрчунсен чир-чĕрĕпе кĕрешессипе йĕркеленĕ правительствăн чрезвычайлă комиссийĕн ларăвĕнче шăпах çакăн çинчен тĕплĕ калаçнă. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă.

ЧР патшалăх тĕп ветеринари службин инспекторĕ Сергей Скворцов палăртнă тăрăх — Раççей юлашки вунăçуллăхсенче сыснан Африка мурĕнчен тасалса çитеймест. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр ăна çĕршывăн 27 регионĕнче тупса палăртнă, çав шутра Чăваш Енре те.

Хальхи вăхăтра чару зонисем Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Шăмăршă районĕсенче, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче пур. Кăçалхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕччен вĕсенче сысна сутма, туянма юрамасть. Ку чару хăрушлăх кăларса тăратакан пĕрремĕш тата иккĕмĕш зонăсене кăна пырса тивет.

Ерекен чирсенчен хÿтĕленес тĕлĕшпе республикăн ветеринари служби мĕнпур харпăрлăхри хуçалăхсенчи выльăх йышне тĕрĕслесех тăрать. Кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне чару чиккине лекнĕ зонăсенче сысна 49464 пуçпа танлашнă, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче — 39923, халăхăн — 9452, хресчен /фермер\ хуçалăхĕсенче — 89 пуç.

Чăваш Республикинчи ветеринари лабораторийĕ 2016 çулта сыснан Африка мурне тупса палăртас тĕлĕшпе 1655 тĕпчев ирттернĕ, çав шутра 1470 килти сыснана, 185 хир сыснине тĕрĕсленĕ. Хальхи вăхăт тĕлне е çулталăк пуçланнăранпа 400 ытла тĕпчев тунă. Африка мурĕпе чирлĕ сысна тупăнман.

Республикăра кайăк-кĕшĕк, чăх-чĕп те сахал мар. 2017 çул тĕлне 4 млн яхăн пуçа шута илнĕ. Вĕсен 81 проценчĕ — чăх-чĕп ĕрчетекен предприятисенче. Халăх 660 пине яхăн пуç усрать, фермер хуçалăхĕсенче — 103 пин пуç ытла. Вĕсем кайăк-кĕшĕк грипĕпе аптрама пултараççĕ.

Çак чире шыв кайăкĕсем сараççĕ. Пĕлтĕр ăна Раççейри 5 регионра — Калмăк, Тыва республикисенче, Краснодар крайĕнче, Астрахань тата Ростов облаçĕсенче — тупса палăртнă. Чăваш Енри ветлабораторире те ку тĕлĕшпе тĕрĕслев сахал мар ирттернĕ. Турра шĕкĕр, грипп чирĕ республикăна çитмен.

Мăйракаллă шултра выльăхăн ерекен йышши дерматит та хăрушлăх кăларса тăратать. Çак инфекци чирĕ уйрăмах сĕтлĕ выльăх çумне çулăхать. Ăна сăвăс, пăван, шăна тата юн ĕмекен ытти йышши хурт-кăпшанкă сарать. Чире пула выльăх-чĕрлĕх отраслĕ экономика тĕлĕшĕнчен самай шар курать.

Пĕлтĕр çак чире çĕршывăн 15 регионĕнче тупса палăртнă. Ăна пула 1573 пуç выльăх вилнĕ.

Тĕрлĕ йышши чир-чĕр сарăлма пултарассине шута илсе фермăсене, хуçалăх территорине ют çынсене, вăрманти чĕрчунсене, хуçасăр йытă-кушака сахалрах кĕртме тăрăшмалла. Аш-какай комбинатĕнчи, сĕт-çу завочĕсенчи, столовăйри апат юлашкине те выльăха асăрханса памалла, мĕншĕн тесен вĕсенче хăрушă чире аталанма май паракан япаласем упранма пултараççĕ. Выльăха е чĕрчуна ытти регионран республикăна илсе килес тесен ЧР патшалăх ветеринари службипе калаçса татăлмалла. Вĕсене чир-чĕр тĕлĕшĕнчен ăнăçлă хуçалăхсенчен туяннине нимĕн те çитмест.

Ирина АНДРЕЕВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.