Комментари хушас

8 Çĕртме, 2017

Пуçăм кайрĕ çаврăнса…

Етĕрнере пурăнакан хусах сасартăк юрату чирĕпе аптраса ÿкнĕ. 38 çулти хĕрарăма ирĕклĕн утма паман, вĕçĕмех çулăхнă. Анчах лешĕ хăйĕнчен вунă çула яхăн кĕçĕн çынран пăрăнма тăрăшнă. Çакă арçынна калама çук тарăхтарнă. Хайхискер ăна тавăрма тытăннă. Унăн Toyota RAV4 автомобильне юриех сиенлесе 350 пин тенкĕлĕх тăкак кăтартнă.

Кăçалхи пуш уйăхĕнче арçын каллех пĕлĕшĕ патне вĕçтерсе çитнĕ. Ирĕк ыйтмасăрах уçă алăкран шала кĕнĕ. «Савнине» асăрхасан çĕçĕпе чикессипе хăратса урама илсе тухнă. Хĕрарăм пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтсен кÿрши сиксе тухнă. Çакна асăрхасан лешĕ тарса çухалнă. Анчах аякка тарайман, çакланнă.

Путсĕрскер 29-та кăна пулин те тĕрмере 11,5 çул ларса тухма ĕлкĕрнĕ. Хальхинче ăна ирĕкрен вăрах вăхăта хăтарасси паллă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.