"Çавра сĕтел" хушшинче ЧНКн ĕç меслечĕсене тишкерчĕç
Паянах, çĕртмен 23-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче "Чăваш наци конгресĕн Чăваш Республикинчи районĕсенче тата Раççей Федерацийĕн регионĕсенче пурнăçламалли ĕçсен май-меслечĕсем" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш наци культура автономийĕсемпе ытти чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе пĕрлех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев хутшăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
"Пирĕн вăй - пĕрлĕхре", - çирĕппĕн каларĕ Михаил Васильевич. Малалла çапла чĕнсе каларĕ: "Паянхи мероприятие Раççей регионĕсенчи чăвашсен наципе культура автономийĕсен ертÿçисем, хастарĕсем килсе çитни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш наци конгресĕ регионсенчи ентешсемпе ăнăçлă тата тухăçлă ĕçлесе пыни савăнтарать. Эпир те хамăр енчен регионсенчи ентешсене май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, Наци телевиденийĕн кăларăмĕсем ытти регионсене те кайма тытăнни мĕн тери аван, çапла мар-и-ха? Айтăр малашне те пысăк та сумлă пĕрлехи проектсем хатĕрлер..."
Республика пуçлăхĕ Тюмень чăвашĕсен наципе культура автономийĕн ертÿçине И.Н. Масловăна Тав хучĕпе чысларĕ, ăнăçу-телей, хавхалану сунчĕ.
"Çавра сĕтелре" Беларуçре тымар ярса пурăнакан йăхташăмăрсен "Атăл" пĕрлешĕвĕн, Самар облаçĕнчи, Челябинскри, Пушкăртстан Республикинчи тата ытти регионтан килсе çитнĕ ентешсене шухăш-кăмăлне те тимлесех итлерĕç Мăн Канашăн "çавра сĕтелне" пуçтарăннисем.