Комментари хушас

12 Утă, 2017

Чăрмантарнă-ши?

Ватă çын вăй питтисене чăрмантарать-ши, ăна кÿрентерме, унран хăпма тăрăшни сисĕнет час-часах. Хăйсем ватăлмастпăр теççĕ пулас.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкар районĕнчи Тавăшкассинче пĕр хуçалăхра 70 çулти хĕрарăм виллине асăрханă. Ăна тискеррĕн хĕнени, вăл йывăр сурана пула пурнăçран уйрăлни тÿрех курăннă. Йĕрке хуралçисем ĕçе тĕпченĕ май айăплине тупса палăртнă. Кинемей пурнăçне татаканĕ 55 çулти арçын иккен.

Çак кун вăл кинемей патне хăнана килнĕ. Анчах тем сăлтавпа хирĕçсе кайнă. Тарăхнă арçын ватă хĕрарăма хĕненĕ. Лешĕ çавăнтах пурнăçран уйрăлнă. Преступник вырăнтан тарса çухални те пулăшман, капкăна çакланнă.

Тепĕр инкек Тăвай районĕнчи Тĕмерте сиксе тухнă. 80 çулти арçын пурнăçĕ те йывăр сурана пула татăлнă. Ун çине алă хураканĕ — 58 çулти ывăлĕ. Вăл ашшĕ патне хăнана килнĕ-мĕн. Анчах ватă çынпа самантрах хирĕçсе кайнă. Ăна кураймасăр тискеррĕн хĕненĕ. Айăплине тытса чарнă ĕнтĕ.

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.