Комментари хушас

25 Утă, 2017

Турист сукмакне курăк ан хуплатăр

Чăваш Ен çыннисем ытти тăрăхра пурăнакансемшĕн мĕнпе кăсăклă? Хамăрлăхпа. Çак ăнлава пирĕн культура, йăла-йĕрке, чĕлхе тата ытти кĕреççĕ. Асăннă пуянлăха ютрисене кăтартса хамăрăн сума ÿстерес, республика ятне çĕклес, çавăн пекех нухрат ĕçлесе илес тĕлĕшпе юлашки вăхăтра ырă улшăнусем пур.

Хальхи вăхăтра çĕршывра шалти тата тулашри туризма аталантарассипе çыхăннă ыйту чи пĕлтерĕшлисен йышĕнче тăрать. Раççейре 2013-2020 çулсенче культурăпа туризма аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн 50 яхăн турист кластерĕ тума палăртнă, çав шутра Чăваш Енре — «Этническая Чувашия». Çакна та асăнса хăвармалла: 2015 çултанпа «Ясна» этноэкологи комплексĕ хăнасене йышăнать. Асăннă кластерсем туристсене хăйсем патне илĕртекен центрсем пулса тăрĕç. Иртнĕ çул республикăра шалти туризм, 2015 çулпа танлаштарсан, 6 процент чухлĕ аталаннă. Кану, туризм инфратытăмĕ çĕнелсе улшăнать. Пĕлтĕр Тăвай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче, Шупашкарта кану базисем хута кайнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев туризм аталанăвне куçран вĕçертмест. Вăл хушнипе иртнĕ çул вĕçĕнче Культурăпа туризм информацийĕн центрне йĕркеленĕ. Мĕнле тĕллев лартнă ун умне, мĕнле ĕçсем пурнăçламалла унăн?

— Центра иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Культура программисен республика дирекцийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Çавна май малтанхи тивĕçсем çумне тата çĕннисем, туризм ыйтăвĕпе çыхăннисем, хушăнчĕç, — уçăмлатрĕ центрăн директорĕ Максим Матросов. — Республика кунĕ умĕн учреждени Культура министерстви пулăшнипе тĕпрен юсанă кермене — Ефремов купса бульварĕнчи 4-мĕш çурта — куçрĕ. Пирĕн тĕп тивĕçсем тăван республикăн çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи сăнне, ятне, сумне çĕклессипе, туризмăн пĕрлехи комплексне йĕркелессипе çыхăннă. Çавăн пекех районсемпе хуласенче экскурсисемпе турист маршручĕсем уçма пулăшатпăр, вырăнти, ют хуласенчи, çавăн пекех чикĕ леш енчен килекенсем валли информаципе тивĕçтерекен базăсем йĕркелетпĕр, хăнасене кĕтсе илме вĕрентетпĕр…

— Раççейре кунашкал центрсем хăçан йĕркеленме пуçланă-ши?

— Тĕнчере тахçанах пур вĕсем. Пирĕн çĕршывра вара тĕнче шайĕнчи мероприятисем ирттерме пуçласан уçăлма тытăнчĕç. Акă Хусанта туризмпа çыхăннă информаци центрĕ темиçе те. Унăн филиалĕсем чукун çул вокзалĕнче, аэропортра, ытти вырăнта пур. Эпир регионсенчи — Кироври, Ульяновскри, Хусанти, Йошкар-Олари, Чулхулари — ĕçтешсемпе çыхăну тытатпăр: канашлусем, куравсем, тĕлпулусем ирттеретпĕр, презентацисене хутшăнатпăр.

— Максим Юрьевич, пирĕн республикăра ютран килнисем кăна мар, вырăнта пурăнакансем те лайăх пĕлмен, илтмен вырăн, историпе, культурăпа çыхăнни, нумай. Çав палăксене тупса па-лăртасси те сирĕн тивĕçех-и?

— Ку ыйтăва вырăнлă хускатрăр. Çакна шута илсе хуласемпе районсенчен информаци пухатпăр, унти чи паллă объектсем, музейсем, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăнсем çинчен каласа кăтартма ыйтатпăр. Тĕрĕссипе, республикăн интерактивлă карттине хатĕрлерĕмĕр ĕнтĕ. Вăл пĕрмай аталанса, пуянланса, хушăнса пырĕ.

Калăпăр, манăн Чăваш Енри пĕр-пĕр санаторире сывлăха çирĕплетес килет. Ку енĕпе сирĕн ĕçченсем пулăшайĕç-и?

— Ку ыйтăва татса парассине те хамăр çине илтĕмĕр, санаторие канма каймаллине кĕтмелли çеç юлĕ. Экскурсисем йĕркелес, турорганизацисемпе çыхăнас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр.

Туристсем, ман шухăшпа, пысăк хуласемпе тахçанах паллашнă, вĕсемшĕн пĕчĕк хуласемпе хутлăхсем ытларах кăсăклă. Çавăнпа республика тĕп хулинчен инçетре вырнаçнă тăрăхсене те илсе çитерме тăрăшмалла. Унсăр пуçне чăвашлăхпа çыхăннă сувенирсене, вырăнти ăстасен таварĕсене туристсене сĕнме, сутма условисем туса памалла.

— Тĕрĕс. Пирĕн ĕç планĕнче те пур вĕсем. Вырăнти йăла-йĕрке, фольклор тата халăх промысли çинче аталаннă туризм хăнасемшĕн питĕ кăсăклă. Центрта сувенирсем, искусство произведенийĕсем сутассине йĕркелерĕмĕр. Унсăр пуçне ал ăстисене хавхалантарма конкурссем те ирттерме палăртрăмăр.

Чылай çĕрте промышленноç туризмĕ вăйлă аталаннă. Сăмахран, Шупашкарта трактор му-зейĕ пур. Акă тата В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра чаплă музей ĕçлет. Пылак çимĕç кăларакан паллă фабрикăпа та туристсене паллаштарма пулать.

— Ун пирки те шухăшланă. Промышленноç предприятийĕсен ертÿçисемпе «çавра сĕтелсем», инфотурсем йĕркелеме палăртнă. Шел те, тавар туса кăларакансем пирĕн сĕнÿсене шута илесшĕнех мар. Вĕсемшĕн çак ĕç чăрмавлă-мĕн. Тĕрĕссипе, кунашкал хутшăну предприяти, республика сумне çĕклет.

— Ял туризмĕ çинчен те манмалла мар. Юлашки çулсенче яллă вырăнта хăнасене йышăнакан çуртсем уçăлкаларĕç, анчах чылайăшĕ, тивĕçлĕ пулăшу çукран, хупăнма та ĕлкĕрчĕ.

— Шăпах çак тĕллевпе кăçал вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисем валли тĕллевлĕ семинарсем ирттерме тĕв тытрăмăр.

Хальхи вăхăтра туристсене хăш района илсе çÿреççĕ?

— «Çĕрпÿ — Куславкка», «Çĕрпÿ — Улатăр», «Шупашкар — Шуршăл — Сĕнтĕрвăрри», «Авалхи чăвашсен тĕлĕнтермĕш уçланки. Киремет юманĕ», «Ишек сукмакĕпе» тата ытти программа ăнăçлă ĕçлет. Çапах пурнăçламалли тата питĕ нумай. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.