Комментари хушас

26 Утă, 2017

Çĕр çулах çитесчĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Ирчемесри Васса Капралова — 95, Елизавета Белова 90 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç.

Васса Арсентьевна мăшăрĕпе 8 ача пăхса çитĕнтернĕ. Шел, пĕри пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă. Паян кинемее савăнмалăх 13 мăнукпа 9 кĕçĕн мăнукĕ пур. Çулне пăхмасăр вăл алă усса лармасть, килти вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлать, пахчара та тăрмашать. Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Ăшă кăмăллăскере ялта та хисеплеççĕ.

Кивĕ Ирчемесри Елизавета Николаевна та ача-пăча, мăнуксем тĕлĕшпе пуян. «Эпĕ çынсене нихăçан та ăмсанман. Кĕвĕçÿ этеме шалтан кăшлать,— тет ĕç ветеранĕ. — Яланах ырă тума тăрăшмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла».

«100 çулах çитесчĕ», — тенĕ ватăсем тулли кĕреке хушшинче паллă куна уявланă май.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.