Лариса НИКИТИНА.

30 Ака, 2021

«Эпир ялта ĕçлесе пурăнасшăн»

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх аграри университетĕнче Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проектне пĕтĕмлетрĕç. Сăвăнăçлă лару-тăрура «Фермер шкулĕнче» вĕренсе тухнисене диплом пачĕç. Паллă саманта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская хутшăнчĕç.

23 Ака, 2021

30 çул хаçатпа пĕрле

«Хресчен сасси» хаçат 30 çулхи уявне Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра паллă турĕ. Ара, кăларăма пуçарса яраканнисенчен пĕри — «Ленинская искра» колхоза вăрах вăхăт ертсе пынă, РСФСР культурин тата РФ Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак.

Пуçтарăннисем хаçатпа çыхăннă кăсăклă самантсене, вĕсенче вăй хунисене аса илчĕç. Кăмăл тăвакансем çавăнтах «Хресчен сасси» çырăнса лотерей билетне выляттарчĕç. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа кăмăла çĕклерĕ.

11 Чÿк, 2020

63 çул пĕр пĕрле

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мамири Николаевсем 63 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ.

Петр Николаевич шкулта 50 çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пулас мăшăрĕпе Надежда Алексеевнăпа учительсен семинарĕнче паллашнă. Вăл та çитĕнекен ăрăва чăваш чĕлхипе литературине ăса хывма пулăшнă.

20 Çурла, 2020

Кашни туянакан хаклă

Паян Чăвашпотребсоюз, ЧР Информполитикин министерстви, ЧР Журналистсен союзĕ йĕркеленипе Красноармейски районĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе семинар-канашлу иртрĕ...

12 Çурла, 2020

Çемьепе пулнине мĕн çиттĕр?

Тăван тăрăхра юлса хăйĕн ĕçне йĕркелекен яш-кĕрĕм сахал мар. Çав шутра Канаш районĕнчи Вăрăмпуçри Валентин Иванов та. Иртнĕ çул вăл «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа гранта тивĕçнĕ.

Паха сĕтĕн хакĕ те лайăх

Pages