Комментари хушас

28 Утă, 2017

Шупашкар чемпионата хатĕрленет

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче йывăр атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ старт илĕ.

Ăмăрту Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртĕ. Унта хутшăнма 50 регионти 200 ытла спортсмен заявка панă. Ултă кунра вĕсем медальсен 15 комплекчĕшĕн вăй виçĕç. Помост çине тухма Олимп вăййисен призерĕ Татьяна Каширина, тĕнче чемпионĕсем Тима Туриевăпа Артем Окулов, Европа чемпионĕсем Давид Беджанян, Анастасия Романова, Олег Чен тата паллă ытти атлет хатĕрленеççĕ. Чăваш Ен чысне Наталья Хлесткина /58 кг/, Ирина Баймулкина /53 кг/, Яна Мохина /48 кг/ тата Анатолий Иноходов /56 кг/ хÿтĕлĕç. Турнир çĕнтерÿçисемпе призерĕсем АПШри Анахайм хулинче чÿк уйăхĕнче иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнĕç.

Çĕршыв чемпионачĕ Раççейри сумлă хăнасене те йышăнĕ. Спорт уявне РФ йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Максим Агапитов, РФ пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерĕсем Павел Кузнецовпа Николай Колесников килсе курма палăртнă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.