Комментари хушас

22 Çурла, 2017

«Чĕлхе пурăнтăр тесен...»

АПШра иртнĕ лингвистсен конференцийĕнче Александр Савельев чăваш чĕлхин историйĕ çинчен тухса калаçнă. Çакăн хыççăн чăваш чĕлхин ăслăлăхри витĕмĕпе наци юхăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ăсчахран Idel.Реалии интернет кăларăм ыйтса пĕлнĕ. Интервью сыпăкĕсемпе эпир те паллаштаратпăр.

— Мĕнле конференци ку? Кам йĕркелет ăна? Эсир мĕн çинчен сăмах хускатрăр?

— Мана чĕлхе историйĕн Пĕтĕм тĕнчери 23-мĕш конференцине чĕнчĕç. Ăна истори лингвисчĕсен Пĕтĕм тĕнчери обществи йĕркелет. Икĕ çулта пĕрре пулать вăл. Кăçал ăна Техасри Сан-Антонио хулинче ирттерчĕç. Эпĕ хăрушлăха лекнĕ чĕлхесен историлле вĕренĕвĕн секцийĕнче тухса калаçрăм. Чăваш чĕлхи шăпах çакнашкаллисен йышне кĕрет-çке. Манăн доклад чăваш диалекчĕсем пратюрк /«пра» татăк вырăс чĕлхинче малтанхи пулăма, аваллăх çыхăнăвне /прародина, праязык/ пĕлтернине шута илсе ку термина чăвашла «авалхи тĕрĕк чĕлхи» тесе куçармалла-тăр. — Т.Н./ чĕлхине епле витĕм кÿни çинчен пулчĕ.

Мĕнле чĕлхе-ха ку?

— Темиçе чĕлхене танлаштарнипе пулакан сăмахлăх ку. Пĕр енчен — чăваш чĕлхи. Шăпах вăл пăлхар тураттинчен ир уйрăлса кайнă май хăйне тĕллĕн аталаннă пĕртен-пĕр чĕлхе. Тепĕр енчен вара — ытти тĕрĕк чĕлхисем.

Пратюрк чĕлхипе калаçакансем Азире пурăннă тесе шухăшлаççĕ. Ку Тухăç Монголи те, Монголи варри те, Китай та, Кăнтăр Çĕпĕр те пулма пултарать. Пратюрк чĕлхи икĕ пине яхăн çул каялла, пăлхарсен несĕлĕсем тĕп йышран уйрăлсан, «çуралнă». Авалхи сăмахлăха çĕнетесси чĕлхе пĕлĕвĕн танлаштаруллă историйĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Авалхи тĕрĕк чĕлхине, ыттисем пекех, çĕнетесси пачах та йывăр мар. Тĕрĕс тĕпченĕ чĕлхе çеç унăн «хуçисем» ăçта пурăннине, кампа хутшăннине ăнланма май парать.

Ăсчахсем [кунта эпĕ чăваш филологĕсем çинчен çеç каламастăп], ют çĕршыв лингвисчĕсем чăваш чĕлхи ан çухалтăр тесе мĕн тума пултараççĕ-ха?

— Чĕлхене тишкерни, уйрăмах — тĕнче шайĕнче, унăн хисепне ÿстерет. Çакна та каламалла: чăваш чĕлхин ăслăлăхри вырăнĕ кулленхи пурнăçринчен чылай çирĕпрех те çÿллĕрех. Ĕмĕр каялла кăна-ха ăна пысăк ăсчахсем-алтаистсем хăйсен ĕçĕсене халалланă. Тепĕр тесен, чăваш чĕлхине шăпах тĕрĕк тата монгол чĕлхисемпе танлаштарма тытăнни алтай теорийĕн аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăнă та. Хăйне хисеплекен хăть те мĕнле чĕлхеçĕн те чăваш сăмахлăхĕн историне пĕлмеллех. Çакă чăваш чĕлхине аталанайман, кивелнĕ, кирлĕ мар пулăм пек хаклама /чылай чăваш та çаплах шухăшлать/ юраманнине кăтартать.

Историллĕ лингвистика уйрăм чĕлхен тĕнче историйĕнчи пĕлтерĕшне вăл пушă вырăнта çуралманнине, кирек мĕнле сăмахлăхăн та кун- çулĕ пуян иккенне çирĕплетет. Эппин, унăн пуласлăхĕ те пулмаллах.

— Лингвистикăран аякра тăракансем мĕн тума пултараççĕ тата?

— Чĕлхе пурăнтăр тесен чăвашла май пур таран тăтăшрах калаçмалла кăна. Чи малтан — ачасемпе. Хăйсене чăваш нацийĕн лидерĕ вырăнне хуракансем нумай чухне ывăл- хĕрĕпе вырăсла пуплени — вăрттăнлăх мар. Хăйĕн ачине те тăван чĕлхене парайман çыннăн халăх пуласлăхĕшĕн пăшăрханма ирĕк те çук тесе шухăшлатăп.

— Миçе чĕлхе пĕлетĕр эсир? Атăлçи тăрăхĕнчи шкулсенче наци чĕлхине вĕрентни кирлĕ тесе шухăшлатăр-и?

— Чĕлхене пĕлнипе пĕлменни хушшинче йĕр палăртма яланах кăткăс. Лингвиста — пушшех те. Халăх чĕлхе пĕлĕвне калаçура палăртать. Чăвашла питех те аван хутшăнма, çав вă-хăтрах ку чĕлхе çинчен пачах нимĕн те чухламасан та пулать. Хама илес тĕк, чăвашла, вырăсла пупленисĕр пуçне акăлчанла, нимĕçле хутшăнатăп. Тĕрек, финно-угор, Хĕвел анăç-Европа чĕлхисене ăнланатăп. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.