Комментари хушас

31 Çурла, 2017

«Коля вырăнне никам та йышăнаймасть»

Чăваш эстрадинче çутă телейне шыракан кашни юрăçăн хăйĕн шăпи, савăнăçĕ-хурлăхĕ. Любовь ГОРДЕЕВА пултарулăх сукмакĕ çине мăшăрĕпе Николай Гордеевпа пĕрле тăчĕ. Вăтам пÿллĕ, уçă сасăллă, илемлĕ чунлă Люба упăшкипе, тусĕсемпе, пĕччен юрласа кĕске вăхăтрах хăйĕн итлекенне тупрĕ. Юратнă мăшăрĕ кĕтмен çĕртен ĕмĕрлĕхех куçне хупнă хыççăн хăрах çунатсăр тăрса юлчĕ пулин те хуçăлса ÿкмерĕ вăл. Юрă ăна хăйĕн вăйне шанма, суйласа илнĕ сукмакпа пĕр такăнмасăр малалла утма хавхалантарать. Любăпа мана унăн çывăх тусĕ Катя Петрова юрăç çывăхрах паллаштарчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Калиновка ялĕнче кун çути курнă, «Кайри-мала» хит-парад çĕнтерÿçи тата «Телеюрă» лауреачĕ Любовь Гордеева мана чунне уçрĕ, хальччен никама пĕлтермен вăрттăнлăхĕсене «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕсене каласа кăтартрĕ.

«Юрату Петровна тетчĕ»

Люба, пĕлетĕп: пирĕн калаçу çăмăл пулмĕ. Ÿт илнĕ сурана тепĕр хут тытсан вăл тата хытăрах ыратать-çке. Мăшăрупа сцена çинче пĕр-пĕрин çине ăшă куçпа тинкерсе юрлани нихăçан та асăмран тухмĕ. Хăвна эстрадăра шырани мĕнпе çыхăннă?

— Сцена çинчи утăм Арçук Тарасовăн «Пулнă пуль» юрринчен пуçланчĕ. Суту-илÿри ĕçсем кал-кал пыратчĕç, çавăнпа эпĕ куракан умне тухма пачах шухăшламан. Мăшăрăма çĕнĕ юрăсем калăплама, чăваш тумĕсем çĕлеттерме укçа-тенкĕ енчен пулăшаттăм. Коля «Пулнă пуль» юрра мана итлеттернĕ май шухăшăма ыйтрĕ. «Ку юрра дуэтпа шăрантарсан вăл илемлĕрех янăрĕ», — терĕм. «Эсĕ пĕрле юрлама килĕшсен хирĕç мар эпĕ, сансăр пуçне хам çумра никама та курмастăп», — терĕ йăл кулса. Малтанах хирĕçлерĕм, кайран шухăша улăштартăм — хама тĕрĕслесе пăхас кăмăл çуралчĕ. Пĕр кон-цертра ăна чĕрĕ сасăпа юрларăмăр. Ура чĕтрерĕ, чун хумханчĕ. Паянхи ăспа сцена çине çителĕклĕ хатĕрленмесĕр тухман пулăттăм. Кольăна нихăçан та кĕвĕçмен эпĕ. Унăн мăшăрĕ пулнишĕн халĕ те мухтанатăп, савăнатăп. Туссем, палламан çынсем манпа Кольăн пултарулăхĕ пирки сăмах тапратсан çакна уяв пек йышăнатăп. Вăл маншăн яланах чĕрĕ… /куççульпе тулнă куçне айккинелле тартрĕ. — Авт./

Чунна ыраттарнăшăн каçару ыйтатăп. Ăнланатăп: иртнине аса илме пĕрре те çăмăл мар. Хыçра – юратнă çынсăр пурăннă 7 çул.

— Йывăр самантра час-часах унпа ăшра калаçатăп, вăл пĕр-пĕр ыйтăва мĕнле татса парĕччĕ-ши тесе шухăшлатăп. 4 çул каялла Радик Семенов аранжировщикăн хваттерĕнчи студире икĕ юрă çыр-тартăм. Киле таврăнсан çывăрма выртрăм. Коля тĕлĕке килчĕ. Эпĕ ăна савăнăçлăн: «Паян икĕ çĕнĕ кĕвĕ çине сас хутăм», — терĕм. «Пĕлетĕп. Питĕ хитре юрларăн, эпĕ санпа мухтанатăп», — пĕлтерчĕ вăл. 4 кунран Радик шăнкăравласа юрăсем хатĕррине систерчĕ. Ун патне çитсен вĕсене тимлĕ итлерĕм. «Люба, çак çулсенче пултарулăхна самаях туптарăн, чылай лайăхрах юрлатăн. Мăшăру санпа мухтаннă пулĕччĕ», — терĕ Радик. Тÿрех тĕлĕк аса килчĕ, чунăм хурланнипе куçран куççуль шăпăртатса анчĕ. Радик вилнĕренпе те ав 3 çул çитрĕ.

— Пĕррехинче спектакль хыççăн мăшăру патне пытăм, вăл калăпланă сăнар ăнăçлă пулса тухнине каларăм. Иксĕр юрлакан юрăсене килĕштернине те пĕлтертĕм. «Любăн сасси манран та вăйлăрах. Эпĕ вăл илекен нотăсене илейместĕп», — пулчĕ хуравĕ. Çак калаçу санăн пултарулăху çине урăхла куçпа тинкерме хистерĕ.

— Унăн сасси маннинчен чылай вăйлăрахчĕ тата хитререхчĕ. Юратнипе çапла каланă пуль. Манăн кашни ĕçе, сăмаха, хусканăва килĕштеретчĕ. «Мĕнле ĕлкĕретĕн- ши?» — тĕлĕнетчĕ вăл. Пĕррехинче ялта унпа тан икĕ йăран çĕр улми кăларса пытăм. Шÿтлесе: «Епле ĕçлесе ĕлкĕретĕн-ха? Васканипе çĕр улмисем тăпра айне юлаççĕ пуль», — терĕ. Эпир çемьере 4 хĕр, 2 ывăл çитĕннĕ. Мăшăрпа яла кайсан анне мана ĕне суса кĕтĕве хăвалама ыйтатчĕ. «Эпĕ — кĕçĕн хĕрÿ, чи ачашши. Мĕншĕн аслисене вăратмастăн?» — ыйтаттăм. «Ачамсенчен нихăшĕ те сан пек хăвăрт ĕçлеймест. Кашни япа-лан вырăнне пĕлетĕн, ыйтса вăхăта сая ямастăн», — тетчĕ. Анне те ватăлчĕ ĕнтĕ. 80 çула çитиччен ĕне тытрĕ, çĕр улми миххине вăшт! кăна çĕклетчĕ. Кăçал 89 çул тултарать вăл. Çывăх çыннăмăра пăрахмастпăр, яла кайсах çÿретпĕр, хĕлле хулана илсе килетпĕр. Муркаш районĕнчи Катикассинче мăшăрпа çурт туяннăччĕ, мунча лартнăччĕ. Аннепе, пĕртăвансемпе унта час-часах канатпăр.

— Хĕр мăшăрне ашшĕ пеккине суйлать теççĕ психологсем…

— Çамрăк чухне кун пирки пачах шухăшламан. Пурăна киле пĕрпеклĕхсене асăрхама пуçларăм. Атте кăмăлĕ çемçелсен мана Любочка тесе чĕнетчĕ. Вăл мана Светлана тесе çыртарасшăн пулнă. Ял канашĕнче ăна: «Паянтан çак ята памастпăр, Сталинăн хĕрĕ Америкăна тухса кайнă», — тесе тĕлĕнтернĕ. Атте çухалса кайман: «Эппин, Любовь пултăр. Çак чипер хĕрача юратура çуралнă». Пĕрлешсен Кольăна кун пирки каласа патăм. Вăл мана Юрату Петровна тесе чĕнме пуçларĕ. Аттепе питĕ хăвăрт туслашрĕç. Çăмăл алă-ураллăччĕ Коля. Пĕр-пĕр ĕçе пуçлама чалт! çеç сиксе тăратчĕ. Чĕлхи çинчен шÿт каймастчĕ. Атте пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа 23 çул çитрĕ. Колхозра бухгалтер пуканне шанса панăччĕ ăна. Унăн ăсĕнчен мăшăрăм та тĕлĕнетчĕ.

Юрă çыртарнă чухне куççуль шăпăртатнă

— Шăпа иксĕре мĕнле çыхăнтарчĕ? Артистпа пурăнма çăмăлах мар пуль.

— Эпĕ питĕ телейлĕ хĕрарăм. Çакăн пек чаплă арçынпа пурăнса курайрăм. Пĕр кун та ун çинчен шухăшламасăр иртмест. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.