Чуна уçаса калаçар

30 Ака, 2020

«Тăвăллăн алă çупсан тата чаплăрах ташлас килет»

Мĕн ĕлĕкрен этем хусканусем урлă савăнăçĕпе хурлăхне палăртнă. Паян та çавах: çемье уявĕсенче, Акатуйра пĕрле пухăнса ташлатпăр. Е çак пултарулăхпа киленме концерта каятпăр. Мĕнлерех çынсем-ха вĕсем — ташăçăсем? Çак профессие суйлама мĕн хистет-ши?

17 Юпа, 2019

«Пирĕн юрату çинчен фильм ÿкересшĕнччĕ»

Чăваш арçыннисем юратма пĕлмеççĕ текенсене ан ĕненĕр. Еплерех пĕлеççĕ! Манăн хăна Тутарстанри Чистай районĕнчи Анат Кăтратара кун çути курнă Александр САВЕЛЬЕВ çакна хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет.

31 Çурла, 2017

«Коля вырăнне никам та йышăнаймасть»

Чăваш эстрадинче çутă телейне шыракан кашни юрăçăн хăйĕн шăпи, савăнăçĕ-хурлăхĕ. Любовь ГОРДЕЕВА пултарулăх сукмакĕ çине мăшăрĕпе Николай Гордеевпа пĕрле тăчĕ. Вăтам пÿллĕ, уçă сасăллă, илемлĕ чунлă Люба упăшкипе, тусĕсемпе, пĕччен юрласа кĕске вăхăтрах хăйĕн итлекенне тупрĕ. Юратнă мăшăрĕ кĕтмен çĕртен ĕмĕрлĕхех куçне хупнă хыççăн хăрах çунатсăр тăрса юлчĕ пулин те хуçăлса ÿкмерĕ вăл. Юрă ăна хăйĕн вăйне шанма, суйласа илнĕ сукмакпа пĕр такăнмасăр малалла утма хавхалантарать. Любăпа мана унăн çывăх тусĕ Катя Петрова юрăç çывăхрах паллаштарчĕ.