Комментари хушас

18 Авăн, 2017

Çеçенхир тăрăх, сăрт-ту урлă

Мускавра старт илнĕ Халăхсен хушшинчи "Пурçăн çул-2017" ралли-рейд Китайри Сиань хулине çитиччен тăсăлчĕ. Раççей — Казахстан — Китай маршрутпа йĕркеленĕскерĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 9599 километрпа танлашрĕ. Икĕ эрне хушши Раççейре — чарăнма пĕлмен çумăр айĕнче, Казахстанра — вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхир тăрăх, Китайра пĕçерсе тăракан пуш хирпе чăнкă сăрт-ту урлă ăмăртрĕç унта хутшăнакансем. Финиша пурте çитеймерĕç: пĕрин техники ванчĕ, тепри хăй аманчĕ. Грузовиксен йышĕнче "КамАЗ-маçтăрăн" йышĕ пĕтĕм пьедестала йышăнчĕ. Çырчалли команди черетлĕ хут çĕршыв, республика чысне çÿле çĕклеме хал çитерчĕ. "Хăвăрăн çитĕнĕвĕрпе çĕршывра туса кăларакан "КамАЗ" маркăллă автомобильсен тĕлĕнмелле паха майĕсене çирĕплетсе патăр", — спортсменсене саламланă май палăртнă Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

"КамАЗ-маçтăр" командинче чăваш каччи пурри пире уйрăмах мăнаçлантарать. Дмитрий Ники-тин тĕнче шайĕнчи ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăннине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Вăл Камăри политехника институтĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Мăшăрĕпе Надеждăпа икĕ ывăл çитĕнтереççĕ.

— Кала-ха, "КамАЗ-маçтăр" командăна мĕнле лекнĕ эсĕ?

— 2015 çулта юлташ хамăн вăя тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕ. Вăл унта бюро пуçлăхĕнче тăрăшать. Эпир унпа малтанах ăмăртусене хутшăнаттăмăр: вăл — футбол енĕпе, эпĕ — çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупассипе.

— Çывăх çынсем мĕнле йышăнчĕç ку хыпара? Ĕçĕ пĕр вырăнта лармалли мар-çке. Аманас хăрушлăх та пур.

— Хирĕçлекен пулмарĕ. Эпĕ команда йышĕнче вăрах тытăнса тăрасси иккĕлентерчĕ-ши вĕсене?

— Ку машинăна танкпа танлаштараççĕ. Тикĕс мар çулпа вирхĕнсе пынă чухне кабинăри спортсменсем хăйсене мĕнле туяççĕ?

— Шалти органсем те чĕтреннĕн туйăнать. Йывăрлăха парăнтарса финиша çитме пултартăн тăк — санран телейлĕрех çын та çук. Çак туйăма сăмахпа каласа ăнланта¬раймăн. Ахальтен мар йышра — спорт çак тĕсĕн чăн фаначĕсем. Пирĕн команда автоспортра грузовиксен класĕнче чи вăйли шутланать.

— Тăван тăрăхран, çывăх тăвансенчен аякка тухса кайма тивни пăшăрхантармасть-и?

— Командировка икĕ эрне, пĕр уйăх тăсăлать. Паллах, аякра çÿреме çăмăлах мар. Ывăлăмсем Костьăпа Коля пĕчĕк-ха. Тем тесен те, вĕсемпе ытларах пулас килет.

— "Африка Эко Рейс-2017" ралли-марафона хутшăннăран Çĕнĕ çула та тăвансемпе пĕрле кĕтсе илеймерĕн...

— Пĕлтĕрхи раштавăн 20-мĕшĕнче килтен тухса кайрăмăр та кăçалхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче тин каялла таврăнтăмăр. Ăмăрту раштавăн 31-мĕшĕнче Монакăра пуçланчĕ. Унтан эпир Африкăна çитме паром çине лартăмăр. Унтах Çĕнĕ çул кĕтсе илтĕмĕр. Кăрлачăн 2-мĕшĕнче Мароккăна çитрĕмĕр. Чул шăтарнă урапасене улăштарса вăхăт самай иртрĕ. Мавританири хăйăр кĕрчĕ урлă иртме тиврĕ. Ăмăрту Сенегалăн тĕп хулинче Дакартра вĕçленчĕ. Унта пирĕн экипаж — Андрей Каргинов пилот, Андрей Мокеев штурман тата эпĕ механик — пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.