Комментари хушас

20 Авăн, 2017

Абхазие кайни пурнăçа улăштарчĕ

Таса, пысăк шалуллă вырăнта тăрăшнă çамрăк сасартăк фермер ĕçне кÿлĕнни нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Кăçал Андрей Григорьев «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса грант илме тивĕçнĕ. Апла ял хуçалăхне вăхăтлăха килмен вăл.

— Килте выльăх-чĕрлĕх яланах йышлă усранă. Çемьере виçĕ арçын ача ÿснĕ май эпĕ 8 çултах ĕне сунă. 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне хуçалăхри ĕç-хĕл йăлтах ман çине тиенчĕ: атте — Мускавра, аннепе икĕ пичче — Шупашкарта. Экзаменсене хатĕрленме те вăхăт юлмарĕ. Ирхине тă-ватă сехетре тăрса выльăх пăхнă, унтан шкула тухса чупнă. Çапла пĕр уйăха яхăн нушаланнă хыççăн ĕнене Комсомольскинчи хатĕрлев кантурне çавăтса кайрăм, хулара вĕренекен аннене шăнкăравласа пĕлтертĕм. Пăшăрханчĕ пулин те шухăш-кăмăлне палăртмарĕ, — терĕ Андрей Вячеславович. Сăмах май, вăл Комсомольски салинче çуралса ÿснĕ.

Пурнăçне выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарасса шухăшламан та вăл. Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк сутуçăран пуçлăх çумĕ таран çĕкленнĕ. Çанă тавăрса ĕçлес вырăнне сасартăк суту-илÿрен ял хуçалăхне куçнă.

— Кăнтăра канма кайни пурнăçăма тĕпрен улăштарчĕ. Абхазире çум курăк кашласа ларакан, юхăннă хирсем талккăшпех сарăлса выртни самай тĕлĕнтерчĕ. Киле таврăнсан та куç умĕнчен каймарĕç. Комсомольски тăрăхĕнче кашни лаптăка сухаласа акаççĕ. Сисмесĕрех ял хуçалăхĕпе кăсăкланма пуçларăм. Икĕ çул каялла шăпа Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермерпа паллаштарчĕ. Унăн пĕр вити пушă ларнине пĕлсен вăкăрсем самăртмашкăн арендăна пама е сутма ыйтрăм. Вăл пуçарăва ырласа йышăнчĕ, çапах малтанхи тапхăрта шанманни те сисĕнетчĕ. Унтан кÿршĕри «Бичуринский» хуçалăхăн пушанса юлнă витисене илсе ĕнесем туянтăм.

Фермер хуçалăхне йĕркеленĕ май мĕнле йывăрлăхпа тĕл пултăр?

— Чи малтан укçа-тенкĕ çителĕксĕрри ура хурать. Ĕçе пуçарса ямашкăн укçа самай хывма тиврĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе, 3 млн тенкĕпе, ĕнесем илтĕм. Юхăннă фермăна йĕркене кĕртме те чылай тăкаклантăмăр: çи виттине улăштартăмăр, çĕнĕ котельнăй хута ятăмăр. Анчах витене темиçе çул шыв юхса ларнăран çав-çавах нÿрĕ, типеймест. Унти мĕн пур механизм юрăхсăра тухнă. Хуçалăх ферми тислĕк ăшне путнăччĕ ĕнтĕ. Тăвансем, юлташсем пулăшнипе картишне 5 кун тасатрăмăр. Тĕлĕнмелле, унччен вăл никама та кирлĕ пулман. Территорирен кăларса купаласан тислĕк туянакансем те тупăнчĕç.

Йывăрпа пулин те ĕçлесе кайрăмăр. Нумай пулмасть Шĕнерпуçĕнчи 49 ĕнене Октябрьскинчи çĕнĕ фермăна куçартăм. Кунта ĕç условийĕсем лайăхрах, сĕт пăрăхĕ, холодильник пур. Производство объектне туянма хуçипе килĕшсе татăлнă пулин те манăн тесе çирĕплетсе калама иртерех-ха. Ĕçе вĕçлеме укçа çитменни чăрмантарать. Кивĕ фермăна та пăрахасшăн мар, унта 73 тына пăру пур. Хальхи вăхăтра 240 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвăнаканни — 100.

— Апла хаш сывласа ямалла кăна…

— Хаш сывлама иртерех-ха. Чăрмавĕ тупăнсах тăрать. Ĕнесене çĕнĕ фермăна куçарнă хыççăн сăвăм палăрмаллах чакрĕ. 1 литр сĕт 19-20 тенкĕпе кăна сутăнать. Сĕтри çу хисепĕ 4,1- 4,5 процент пулсан та хушса тÿлемеççĕ. Фермăран тупăш илме кĕтĕве 200 ĕнене çитермелле. Ăратлă выльăх ытла черчен иккен. Ураран ÿксен текех тăраймасть, сыватма йывăр. Акă туяннă вунă ĕнерен иккĕшне тĕрлĕ сăлтава пула кĕске хушăрах пăрахăçлама тиврĕ.

Дояркăсем пур-ха, специалистсем çитмеççĕ. «Пуçа килсен пушмак» тенĕн выльăха укол тума, сыватма хамах хăнăхрăм. Унччен вара нихăçан та алла шприц тытман. Паллах, ветеринари тухтăрĕсемпе канашлатăп, хăш-пĕр чухне вĕсене фермăна чĕнсе илетĕп.

— Иртен пуçласа каçчен фермăра пулнă май çемье валли вăхăт юлать-и?

— Ĕçе ир-ирех тухса килетĕп те çĕрлечченех хуçалăхра. Çемье — Шупашкарта, ăна валли пушă вăхăт сахал юлать. Мăшăрăма икĕ пĕчĕк ачана пăхма çăмăл мар. Малтанхи тапхăрта кăмăлсăрланатчĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.