Комментари хушас

12 Jan, 2018 | Культура | МИХсем

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче Чăваш радио корреспонденчĕ Ирина Паргеева пулчĕ. Ĕçтешĕмĕр Пичет кунне халалласа "Журналистсем - ентешсем" кăларăм хатĕрлессине пĕлтерчĕ, çавна май "хыпарçăсене" радиотĕпеле йыхравларĕ.

Çитес юнкун, кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче, ирхи 6 сехет те 26 минутра эфира тухакан кăларăмра "Хыпар" издательство çурчĕн нумай енлĕ пурнăçĕпе, унăн хаçат-журналĕсемпе, вĕсенче ĕçлекен журналистсемпе паллашма май килĕ. "Хыпар" хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн редакторĕ Надежда Смирнова (сăн ÿкерчĕкре), тĕслĕхрен, кунта тĕрлĕ должноçре ĕçленисене аса илĕ. Çак пайăн корреспонденчĕ Андрей Михайлов хăй куллен çутатакан темăсемпе паллаштарĕ. "Хыпар" издательство çурчĕн "Чăваш хĕрарăмĕн" редакторĕ Маргарита Ильина тата "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан Алина Изман хăйсен кăларăмĕсемпе паллаштарĕç. "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службин редакторĕ Вера Иванова 21-мĕш ĕмĕрте çĕнĕ хыпарсене тата хаçатсемпе журналсене интернетра сарнин пĕлтерĕшĕ çинчен чарăнса тăрĕ. 

РАДИОКĂЛАРĂМ...

Вера ТИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.