Комментари хушас

17 Кăрлач, 2018

Сĕт хакĕ çука хăварать

Юлашки вăхăтра ялта пурăнаканшăн çивĕч ыйту — сĕт хакĕ. Çавна май редакцие ялсенчен çине-çинех шăнкăравлама, çырусем килме тытăнчĕç. Вĕсемпе кĕскен паллаштарар-ха.

Хăть макăр, хăть какăр

Ĕнер кăна-ха 1 л сĕте 17 тенкĕпе йышăнчĕç. Паян вара каллех 1 тенкĕ чакрĕ. Чĕр тавар пахалăхне те тĕрĕслемеççĕ хăть. Çавăнпа паха сĕтшĕн хушса тÿлемеççĕ. Çакă пире питĕ пăшăрхантарать. Лару-тăру улшăнмасан ĕнесене сутмалли кăна юлать. Хальхи вăхăтра 1 л сĕт 1 çăкăр хакне тăмасть. Унччен хаçатра сĕт хакланасси пирки вуласан савăннăччĕ. Халĕ вара хăть ларса макăр, хăть какăр.

Лидия КРЫЛЬЦОВА. Хĕрлĕ Чутай районĕ, Тралькасси ялĕ.

Витесем пушанмĕç-ши?

Фермер хуçалăхĕнче ĕнесем усратăп. Кăçал çемье фермине йĕркелеме грант та çĕнсе илтĕм. Ĕнтĕ савăнса, вăй хурса ĕçлемелле кăна та... Анчах юлашки вăхăтра алă усăнать. Сăлтавĕ — сут-лăх сĕт хакĕ кунран-кун тенĕн йÿнелни. Мĕншĕн лавккара хакланать, пиртен туянаканнин вара чакать? Çур акине хатĕрленме укçа ăçтан тупмалла? Хальхи вăхăтра 1 л сĕтĕн хăй хаклăхĕ 20 тенке ларать. Эпир вара ăна 15-16 тенкĕпе сутатпăр. Мĕншĕн пирĕн хамăра тăкаклă ĕçлемелле?

Анатолий ИГНАТЬЕВ. Красноармейски районĕ, Кĕçĕн Шетмĕ.

Кам хута кĕрĕ?

Эпир, ялта пурăнакан, ĕçлеме пултаракан пенсионерсем, килĕрен тенĕн выльăх-чĕрлĕх тытатпăр. Анчах юлашки вăхăтра ĕне тытни кĕсьене пушатма пуçларĕ. Акă 2016 çулхи раштав уйăхĕнче 1 л сĕте 22 тенкĕпе пуçтарнă. Халĕ 13-14 тенке чакса кайрĕ. Хĕлле сĕт сахаллине пăхмасăр йÿнелни хăратать. Çакăншăн пирех айăпласшăн: чĕр тавара шыв хушнăран пахалăхĕ, хакĕ пĕчĕк иккен. Сĕт пуçтаракан пунктсенче йăлтах пĕлме пулать: çу шайĕ, белок виçи тата ытти те.

Сĕте шыв хушнине чĕр тавар пуçтаракансем пĕрре пăхсах пĕлеççĕ, чухлаççĕ тейĕн. Анчах пахалăхне темшĕн тÿрех тĕрĕслесе йышăнмаççĕ. Çакна тума приборсене те пĕрле илмеççĕ. Кун пек хак вĕçĕм чакса пырсан кĕçех ялта ĕне тытакан та юлмĕ.

Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче пурăнакансем.

Редакцирен. Ял çыннине пăшăрхантаракан сĕт хакĕн ыйтăвне хаçатра час-часах хускататпăр-ха. Чăн та, раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче хăш-пĕр районта 1 л сĕт 20 тенкĕрен те иртнĕччĕ. Шел, сасартăк хак чакса кайни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Çивĕч ыйтупа çулталăк вĕçĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев ятарлă канашлу та ирттерчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов районсенче ĕç çыннисемпе тĕл пулнă май каллех çак ыйтăва хускатнă.

Ял çыннисен ÿпкевлĕ сăмахĕ чи малтан, паллах, сĕт пуçтаракансене пырса тивет. Халăхпа куллен курнăçакансем вĕсем-çке. Анчах тирпейлекен предприятисем халăхран пуçтаракан сĕт хакне ча-карса пынишĕн вĕсем айăплă-ши? Пысăк компанисем хушма хуçалăхсен чĕр таварне илесшĕн мар иккен. Ăна шыв хушни, ĕнесене антибиотикпа сипленĕ чухне те сĕтне сутни пахалăха чакарать.

Республикăра кăна мар, федерацин Атăлçи округĕнче, Раççейри мĕн пур регионта та сĕт йÿнелсе пырать. Сăлтавĕ — Раççее ют çĕршывран типĕтнĕ сĕт — 15, услам çу 22 процент ытларах кÿрсе килме тытăнни. Продукципе тивĕçтерекенсем: Аргентина, Турци, Уругвай, Швейцари, Иран, Çĕнĕ Зеланди. Беларуçри суту- илÿ биржинче типĕтнĕ сĕтĕн курттăммăн сутмалли хакĕ 1 килограмĕ 120 тенкĕ йÿнелнĕ, услам çăвăн — 240. Тепĕр сăлтав: иртнĕ çул çĕршывра типĕтнĕ сĕтпе услам çăвăн интервенцине ирттермен. Чылай сĕт компанийĕсем ун çине шанни кăлăхах пулнă. Типĕтнĕ сĕтпе услам çăва патшалăх резервĕ валли туянманни, Беларуç Республикинчен сĕт юр-варне йÿнĕпе турттарни, республика тулашĕнчи тирпейлекен предприятисем /хушма хуçалăхсенчен пуçтарнă сĕт ытларах унта каять\ услам ытларах илессишĕн хака юриех хăпартманни те вырăнти чĕр тавара йÿнетет.

Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра халăхран пуçтаракан 1 л сĕте вăтамран 14-15 тенкĕпе туянаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте вăл — 13 тенкĕ. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан палăрмаллах пĕчĕк. Шел, патшалăх саккунпа сутлăх сĕт хакне йĕркелесе тăраймасть. Хака тăваканни — рынок. Ре-спублика Правительстви ыйтăва татса пама Раççей Ял хуçалăх министерствинчен, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсенчен, Федераци Канашĕнчен пулăшу ыйтса çырнă. Министр лайăх аталаннă хушма хуçалăхсене фермера куçма, ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсене пĕрлешме, республикăра сĕт тирпейлессине аталантарма сĕнет. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.