Комментари хушас

15 Пуш, 2018

Чăваш Енри больницăсем çĕнелеççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Республикăри ача-пăча клиника больницин тĕпрен юсанă хыççăн уçăлнă консультативлă поликлиникине çитсе курчĕ, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа, сиплев учрежденийĕн тĕп тухтăрĕпе Анатолий Павловпа çĕнелсе улшăннă тата хăтлăланнă сиплев çурчĕпе паллашрĕç, пациентсемпе тата ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕç. Ĕçлĕ çÿреве çавăн пекех РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов тата Николай Николаев хутшăнчĕç.

Палăртма кăмăллă: иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче РФ Президенчĕн резерв фондĕнчен консультативлă поликлиникăна тĕпрен юсамашкăн 26,5 миллон тенкĕ уйăрнă. Тĕрĕссипе, 1985 çулта çĕкленĕ виçĕ хутлă кирпĕч çуртри пÿлĕмсемпе коридорсене çав нухратпа пуçласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ, пĕчĕк пациентсен тата ашшĕ-амăшĕн кăмăлне каймалла майлаштарнă: стенасене хаваслă ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ, холсене меллĕ сĕтел-пуканпа пуянлатнă.

Хевтесĕр пĕчĕк пациентсемшĕн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» тытăмне те сыхласа хăварнă.

Çавăн пекех çиввиттине çирĕплетнĕ, алăк-чÿречене улăштарнă — çавăнпах-тăр поликлиникăра уйрăмах çутă та ăшă. Ача-пăча клиника больницин тĕп тухтăрĕ Анатолий Павлов пĕлтернĕ тăрăх, талăкĕпех тата кăнтăрла ĕçлекен стационарсенче çуллен 12 пин çамрăк пациент сипленет, амбулаторипе поликлиника уйрăмĕ 60 пин ачана йышăнать. Специалистсем 10 пин ытла операци тата манипуляци, çĕр-çĕр тĕпчев, тĕрлĕ процедура ирттереççĕ.

 

Рубрика: