Комментари хушас

27 Пуш, 2018

Дружинниксемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те усă курма пултарĕç

Патшалăх Канашĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе иртнĕ черетлĕ 18-мĕш сессийĕ пурте ура çине тăрса пĕр минутлăха шăпланнинчен пуçланчĕ. Пухăннисем Кемĕр хулинчи суту-илÿпе кану центрĕнчи хăрушă пушарта вилнисене асăнчĕç. Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн ПК спикерĕ Валерий Филимонов Президентăн иртнĕ суйлавĕ пирки сăмах илчĕ.

Сессин кун йĕркинче вара — тишкерме тăртнă вунă саккун проекчĕ. Тĕрĕссипе, чылайăшне Министрсен Кабинечĕ тăратнине кура вĕсемпе «Хыпар» издательсвто çурчĕ Правительство ларăвĕсене çутатнă чухнех паллаштарнă. Çав шутра — республика Конституцине, бюджет право хутшăнăвĕсем, ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ, физкультурăпа спорт, культура çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртесси çинчен проектсем тата ыттисем. Улшăнусем темле пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн — чылай самант республика шайĕнчи документсене федераци саккунĕсемпе çураçтармаллипе çыхăннă.

Ĕç вырăнĕсене инвалидсем валли квотăласси çинчен калакан саккуна кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсем вара предприятисенче хевтесĕр çынсем валли уйăракан ĕç вырăнĕсен шутне ÿстерме май параççĕ. Граждансем общество йĕркелĕхне сыхлама хутшăнассипе çыхăннă саккун проекчĕ те тавлаштармарĕ. Дружинниксен вăйĕпе малашне полици кăна мар, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те усă курма пултарĕç.  Сăмах май, пĕлтĕр вĕсем хутшăннипе республикăра 10 преступление тата административлă правăна пăснин 3 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртнă.

Теги: