Комментари хушас

28 Çĕртме, 2018

Тĕл пулура кăткăс ыйтусем

Паян Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин ертÿçи «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ.

Михаил Анисимов издательство çуртĕнче пулса иртнĕ ырă улшăнусене палăртрĕ, коллектив сĕнĕвĕсене итлерĕ. Журналистсене транспорт ыйтăвĕ хумхантарать. Темăна çутатса памашкăн корреспондентсен тĕрлĕ вырăна çитме тивет. 

«Тăван Атăл» журналăн страницисен шутне пысăклатни вырăнлă-и? Централизациленĕ бухгалтери учечĕ мĕн патне илсе çитерет? «Чăваш пичечĕпе» çыхăннă лару-тăру улшăнĕ-ши? Михаил Владимирович çак тата ытти ыйтăва хуравларĕ.

«Халĕ хаçат — информацин пĕрремĕш çăлкуçĕ мар. Интернет вăл интернет. Тытăнса юлмашкăн сирĕн хăйне евĕр кăларăм пулса тăмалла, аналитикăлла статьясем хатĕрлемелле», — палăртрĕ Михаил Владимирович.